Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫ­терес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн ӗҫченӗсене халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

 Пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫ­терес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсене халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Пуху пуçланиччен, малтан республика Пуçлăхĕ театрта вырнаçтарнă,  Шупашкарти пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийĕсен пурнăçĕ: ĕнер, паян, ыран  ятлă курава пăхса çаврăннă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче  обществӑри ҫирӗплӗх тата республикӑри ҫынсем пурнӑҫра хӑйсе­не мӗнлерех туясси ытларах чухне пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх шанчӑклӑ ӗҫленинчен, унӑн ӗҫченӗсен ӑсталӑхӗпе яваплӑхӗн­чен килнине асăннă. Тӳрӗ кӑмӑлпа куллен ырми-канми ӗҫленĕшĕн, профессие парӑнса эффективлă тата пахалăх енчен ĕçе лайăх пурнăçласа пынишĕн тав сăмахĕ каланă. «Эсир хăвăра шанса панă ĕçе юратнинчен – республикăра пурăнакансен кăмăлĕ лайăх пулни тӳрремĕнех сисĕнет. Муниципалитетсенче социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвне сӳтсе явма пухăннă канашлусенче те час-часах халăх сирĕн çинчен ырăпа çеç асăнать», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. «Влаç органĕсенче ĕçлекен должноçри çынсен тĕп тĕллевĕ – пĕр-пĕринпе таса чунпа куççăмăнах ăмăртса ĕçлесе, аталанса пыма лайăх условисем туса парасси», - тесе палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă тытăмра малта пыракансене наградăсем парса хавхалантарнă. Всем: Шупашкарти «Водоканал» АУП директорĕ Владимир Васильев, «Жилищная Компания» тулли мар яваплăхлă пĕрлешӳре ĕçлекен Александр Евдокимов,  «Управление жилищным фондом города Чебоксары»  МБУ тĕп специалистне Нина Яхина йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫ­терес ӗҫĕн Хисеплĕ ятне тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Тав çырăвĕпе сумлă сехете  «Вертикаль» тулли мар яваплăхлă пĕрлешӳре ĕçлекен Юлия Алексеева, «Инженерная защита» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче ĕçлекен Вера Афанасьева, «Новоюжный» тулли мар яваплăхлă пĕрлешӳре ĕçлекен Николай Григорьев тата  Марина Зинова, «Водоканал» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче Владимир Николаев, «Зеленстрой» АУП ĕçлекен Олег Скворцовпа Николай Потапов, «Дорэкс»  АУП  ĕçлекен Станислав Соловьев тивĕçнĕ. Паянхи уявра çемьесен ĕç династийĕсене те чысланă. Хисепе тивĕçнисем: «Дорэкс» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче ĕçлекен Павловсен çемьи, «Коммунальные технологии» тулли мар яваплăхлă пĕрлешӳре ĕçлекен Рыбаковсен çемьи, «Спецавтохозяйство» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче ĕçлекен Паймановсен çемьи, «Водоканал» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕнче Галиновсен çемьи. Пухăннă ĕçчешсене професси уявĕ ячĕпе çакăн пекех Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов та ăшшăн саламланă. Тепленрех

 

 



14 марта 2014
17:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter