Каникулта тăван шкула

  Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче 5 класс пĕтернĕ хыççăн Петя Абдулкин Екатеринбургри  çар училищине вĕренме кĕнĕччĕ. Паллах, ун чухне пĕр партă хушшинчи юлташĕсенчен уйрăлса каясси килмен арçын ачан, анчах мĕн пĕчĕкрен ашшĕ пек çар çынни пулма ĕмĕтленнĕскер, суворовецсен пурнăçне суйласа илнĕ.
     Унтанпа пилĕк çул ĕнтĕ. Юлташĕсем те вуннăмĕш класра вĕренеççĕ халĕ. Пĕчĕк арçын ача мар, пысăк та кĕрнеклĕ, чипер каччă, акă, халь, каникул вăхăтĕнче, тăван яла килет те, шкула килсе курма, юлташĕсен, вĕрентекенсен пурнăçĕпе интересленме те  вăхăт тупать. Суворовец пурнăçĕ çинчен те хаваспа каласа кăтартать ачаллах çар тумне тăхăннă йĕкĕт. Петя чăн-чăн суворовец пулни пирки шкулти юлташĕсем пĕрре те иккĕленмеççĕ, унран тĕслĕх илеççĕ. 
—Тăван шкула чун туртать. Шкул пурнăçĕпе интересленсех тăратăп,— çирĕппĕн калать Петр Абдулкин суворовец. —  Шкулта та, училищĕре те пĕрремĕш вырăнта вĕренÿ пулмалла. Тăрăшса вĕренсен кăна çитĕнÿсем патне çул уçăлать.
   Училищĕре вĕренмелли тата тепĕр çул юлать каччăн. Ĕмĕтсем малалла чĕнеççĕ  — Пысăк çын пуласшăн Петя.
    Тăван Сăкăт шкулĕ харсăр çамрăка ырă çул сунать. (Патăрьел районĕ)


14 марта 2014
08:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter