Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫӗн тата пу­рӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫче­нӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енри халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫ­терес ӗҫӗн тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Обществӑри ҫирӗплӗх тата республикӑри ҫынсем пурнӑҫра хӑйсе­не мӗнлерех туясси ытларах чухне пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх шанчӑклӑ ӗҫленинчен, унӑн ӗҫченӗсен ӑсталӑхӗпе яваплӑхӗн­чен килет.

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ ху­ҫалӑх кӳрекен пулӑшу ӗҫӗ­сен пахалӑхне лайӑхлатас шутпа Чӑваш Енре власть органӗсем конку­ренцие аталантарма, управляющи организацисен ӗҫ-хӗлне тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатма, вӗсен ӗҫ-хӗл уҫӑмлӑхне ӳстерме, отрасльти мӗн пур организаци ӗҫӗнчи асӑрхаттарусемпе ҫитменлӗхсене пӗтерме хӑй­сен енчен тухӑҫлӑ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ.

Республикӑри потребитель рынокне аталантарассинче халӑхӑн йӑ­ла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес ӗҫ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ, асӑннӑ сферӑра паян 2136 предприяти ӗҫлет, вӗсенче 7700 ҫын вӑй хурать. 2013 ҫул­та халӑха кӳнӗ пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗ ӳснӗ, унпа пӗрлех вӗсен паха­лӑхӗ те лайӑхланнӑ.

Тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан кулленхи ырми-канми ӗҫӗршӗн тата профессие парӑннӑшӑн чунтан тав тӑватӑп. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫын­нӑрсене ҫирӗп сывлӑхпа тӑнӑҫлӑх, ырлӑх тата телей сунатӑп!

    

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                            М.Игнатьев



14 марта 2014
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter