Елчĕк районĕ: Культура çулталǎкне халалланǎ фольклор фестивалĕ иртнĕ

Пуш уйǎхĕн  14-мĕшĕнче Курнавǎшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вǎтам шкулǎн 1-11-мĕш класĕсенче  вĕренекенсем Культура çулталǎкне халалланǎ фольклор фестивальне хутшǎнчĕç. Вǎл ялти информаципе культура центрĕнче иртрĕ. Фестивалĕн  тĕллевĕ- ачасене  халăх йǎли-йĕркине упрама, тăван чĕлхене  юратса вĕренме хавхалантарасси.  

Чǎваш халǎхĕ авалтанпах хǎйĕн тĕлĕнмелле пуян культурине, йǎли-йĕркине куç пек упранǎ, ǎруран ǎрǎва парса пынǎ. Ваттисен пилĕпе чǎваш çынни кун-çулне сыпǎнтарса пынǎ. Мĕншĕн тесен пирĕн несĕлсем сǎмахлǎха, юрра-ташша, тĕрре яланах пысǎка хурса хакласа пурǎннǎ. Çакǎнта вĕсен тараватлǎхĕ, çынлǎхĕ, сǎпайлǎхĕ, ĕçченлĕхĕ, тĕрлĕ енлĕ пултарулǎхĕ аталанса пынǎ. Вǎл ламран лама куçса пирĕн патǎмǎра та çитнĕ. Хǎш-пĕр йǎла-йĕркесем вара паян кун та упранса юлнǎ. Паллах, чылайǎшĕ ĕлĕкхи сĕмне çухатнǎ. Апла пулсан та халǎх манмасть вĕсене.

Чи малтанах сцена çине кĕвентеллĕ маттур та чипер хĕр ачасем  чǎвашǎн илемлĕ кĕввипе çǎмǎл утǎмсемпе курǎнса кайрĕç. Вĕсем чǎваш çи-пуçĕпе, сǎпайлǎхĕпе тыткǎнларĕç.

Фествале  6-мĕш класра вĕренекенсем - Светопольская Иринǎпа Мартышкин Сергей ертсе пычĕç. Сценарие хатĕрлекенĕ – шкулти чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н. Н. Круглова.

Хĕллехи вǎхǎтра хĕрсем час-часах улаха çÿренĕ. Вĕсем кÿршĕ ялсене тǎванĕсем патне хǎнана кайса пĕрер, икшер эрне, хǎш чухне пĕр уйǎх та пурǎннǎ. Хĕрсем хǎйсене валли тупра хатĕрленĕ. «Улах ларнине» 11-мĕш класра вĕренекенсем пысǎк ǎсталǎхпа кǎтартса пачĕç.

Чǎваш пурнǎçĕнче ял-йышпа пухǎнса ирттерекен йǎла-йĕркесем чылай. Пирĕн асаттесем, хальхи  вǎхǎтра вара атте-аннесем çуркунне, çулла, хĕлле е кĕркунне ялан пĕр вǎхǎтра ирттернĕ. Кашни уявǎнах авалтан килекен хǎйне евĕр пĕлтерĕшĕ, сǎмахлǎхĕ, юрри-ташши.

Çǎварни - халǎх юратакан уявсенчен пĕри. Ěлĕкрен килекен йǎлапа çǎварни эрнинче икерчĕ пĕçереççĕ, лашасем çине шǎнкǎрав çакса, çунисене илемлетсе катаччи чупаççĕ.

7-мĕш класра вĕренекенсем  Çǎварни  уявне сцена çинче кǎтартса панине куракансем ǎшшǎн йышǎнчĕç.

Ěлĕкхи вǎйǎсем те питĕ интереслĕ иртнĕ. Кашниех  хǎйне евĕрлĕ киленÿ, илĕртÿ. Эппин, манар мар ĕлĕкхи вǎйǎсене. «Атьǎр, вǎййа тухар-и?»- çапла калас килет манǎн ача-пǎчапа çамрǎксене. Кĕçĕн класра вĕренекенсем  ача-пǎча вǎййине кǎтарĕç. Вĕсем те аслисенчен юлмарĕç.     

 Юмах ǎсти сǎмах шырамасть теççĕ ваттисем. Ку сǎмах «юм», «юмлас» сǎмахсенчен пулнǎ. Ача-пǎчана, ватти-вĕттине юмахпа асамлǎх «сипленĕ», кǎмǎлне тивĕçтернĕ, малалла ĕмĕтленме хавхалантарнǎ, чун-чĕрере хавхалану туйǎмĕ çуратнǎ.   Сцена çине 5- мĕш класра вĕренекенсем те тухма васкарĕç,  чǎваш юмахĕсемпе хавхаланса паллаштарчĕç.

Çапла вǎл чǎваш пурнǎçĕ: ĕççи хыççǎн уявĕ - канǎвĕ килех тǎрать. Пурнǎç илемĕ çавǎ мар-и вара?  8-мĕш класра вĕренекенсем выртмана  сǎнласа кǎтартрĕç. Выртмари ача-пǎчасем юмах ячĕç, юптарчĕç, тĕрлĕ вǎйǎсем вылярĕç.

Сĕрен уявне 6-мĕш класра вĕренекенсем хаваспах кǎтартса пачĕç.

Салтак… Нихçан та çǎмǎл пулман ун шǎпи. Ахальтен –и чǎваш:

Юрлас килмест юррине,

Каяс килмест салтакне,

Ирĕксĕрех илсе каяççĕ.

Салтак ячĕ сахǎр мар:

Çǎвара хыпсан ирĕлмест,

Пылак тути каламасть…»-

тесе юрланǎ. Тǎванĕсенчен нумай çуллǎха, тен, ĕмĕрлĕхе те уйрǎлакан çеç çапла татǎлса калама пултарнǎ. Салтака ǎсатнине  9-мĕш класра вĕренекенсем кǎтартса пачĕç.

Çимĕкпе Питрав хушши - çулталǎкǎн чи илемлĕ вǎхǎчĕ. Çак тапхǎрта ĕлĕк çамрǎксем кашни каç вǎйǎ картине пуçтарǎннǎ. Вǎйǎсене тĕрлĕ çĕрте хǎйне евĕрлĕ ирттернĕ пулин те вĕсен тĕп пĕлтерĕшĕ çут çанталǎка асамлǎ витĕм кÿресси пулнǎ. Карталанса çаврака туни, хĕвеле май куçни, юрлани-ташлани тата выляни-кулни çут çанталǎка хǎйсен енне çавǎрма пулǎшасса шаннǎ авалхи чǎвашсем.

Айтǎр вǎйǎ пуçлар-и,

Çаврǎм сǎвǎ калар-и?

Çимĕк иртсе кайиччен

Савǎнайса юлар-и?

Хамǎр тǎрǎхри вǎйǎпа вара 10 –мĕш  класра вĕренекенсем паллаштарчĕç.

      Фольклор уявĕ пурин кǎмǎлне те кайрĕ. Куракансем тулли кǎмǎлпа килĕсене саланчĕç.



17 марта 2014
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter