Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев фракцисен ертӳçисемпе тĕл пулнă

Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев фракцисен ертӳçисемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ çакнашкал тĕл пулусене малашне те йĕркелесе ирттересси пирки асăннă. Михаил Игнатьев çитес Патшалăх Канашĕн пухăвĕнче Чăваш Ен Правительствин 2013 çул ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарма палăртса хунă пирки аса илтерсе хăварнă, унсăр пуçне республика бюджетне тăратнă улшăнусем пуласси пирки те пăхса тухма палăртнине каланă. Республика Пуçлăхĕ регионти уйрăм политика партийĕсене, Чăваш Енре пурăнакансене Крым халăхне пулăшса митинга тухнишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă. Асăннă мероприятие пур те чун ыйтнипе тухма кăмăл тунă. Тĕл пулура куллен канăçсĕрлетекен ыйтусене сӳтсе явнă, халăх ыйтакан ыйтусем çине хурав панă. Андрей Кулагин (РЛДП) эрех-сăра таварне республикăра ӳстерес ыйту тавра чарăнса тăнă. Унăн шухăшĕпе, бюджета ытларах тупăш кӳме пулăшнине асăнать. Унсăр пуçне нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ чух смета хакне ӳстернин тĕслĕхĕсене тĕпчесе пĕлме ыйтать. Дмитрий Евсеев (РФКП) вăрçă ачисене пособисем парса пулăшасси ыйтупа калаçнă тата çавăн пекех парти активĕпе Чăваш Ен Пуçлăхне тĕл пулăва пыма йыхравланă. Чăваш Республикинчен  Федераци  Канашĕн представителĕ Галина Николаева республикăра Крым халăхне яланах кĕтме хатĕр пулнине, пулăшу кӳме ĕçпе, вăхăтлăха çурт-йĕр ыйтăвне татса пама хатĕр пулнине асăннă, Игорь Моляков (“Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей”) асăннă ыйтăва пит ăнăçлах мар пулнине палăртнă. Николай Малов (“Пĕрлĕхлĕ Раççей”) регионти уйрăмĕн секретарĕ, палăртнă тĕслĕхе çемьепе çыхăнтарнă. Енчен те ăнсăртран кăлтăк сиксе тухсан, пурсăмăр та яланах пулăшма хатĕр пулнине палăртнă. Раççей Правительстви тĕрĕс йышăну туни савăнтарать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă пур ыйтăва та хуравлама тăрăшнă, хăшне-пĕрне контроле илнĕ.  Тĕплĕнрех



17 марта 2014
18:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter