Патăрьел районĕ: ялти культура çуртĕнче Çĕнĕ Эпеçсем - концертпа

Культура çулталăкĕнче Тури Чакăри культура çуртĕнче ял тăрăхĕсенчи фольклор ушкăнĕсем Аслă Чеменсене хăйсен пултарулăхĕсемпе чылай савăнтарчĕç.

Мартăн 16-мĕшĕнче вара Патăрьел районĕнчи Тури Чакăри культура çуртĕнче Улатăр районĕнчи Эпеç ял тăрăхĕнчи «Ăру» халăх фольклор тата эстрада ушкăнĕсем, «Ахрăм» халăх театрĕ хăйсен пултарулăхĕсемпе ял-йыша савăнтарчĕç. Сăмах май çĕнĕэпеçсем иртнĕ çулта хăйсен пултарулăхĕпе чак-чеменсене савăнтарнăччĕ.

Кÿршĕ районти Çĕнĕ Эпеçсен концертне курма ватти-вĕтти те зал тулли пуçтарăнчĕ. Куракансене ытларах фольклор ушкăнĕ шăрантарнă юрăсем, вĕсен тумĕсем, эстрада ушкăнĕн юрăçисем сцена çинче хăйсене артист евĕр тытни, вĕсен юррисем кураканĕсене çав тери кăмăла кайрĕç.

Концерт программи питĕ пуян пулчĕ. Ял-йышсене саламласа, туслăхпа юрату, килĕшÿ сунса чылай сăвă-юрă янăрарĕ, шÿтсем пулчĕç.

Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ял тăрăхĕпе Улатăр районĕнчи Çĕнĕ Эпеç ял тăрăхĕ хушшинчи туслăх çирĕппине тепĕр хут кăтартса пачĕ.

Юлашкинчен Тури Чакă культура çурчĕн директорĕ Вячеслав Гордеев куракансене çакăн пек савăнăç кÿнишĕн тав турĕ, сывлăх та телей, ăнăçу сунчĕ.

Малашне те ытти ялсенчи пултарулăх коллективĕсем хăйсен пуян концерт программипе чак-чеменсене савăнтарасса шанатпăр.



17 марта 2014
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter