Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн Правительство членĕсемпе эрнесерен пулакан канашлăва ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Чи малтанах ĕçе кӳлĕниччен, Раççей командине Сочире Паралимп вăййисенче ăнăçлă ăмăртнăшăн тав сăмахĕ каланă. «Раççей Федерацийĕн ушкăнĕ пĕтĕм Тĕнчене хăйĕн спорт çĕнтерĕвне кăтартма, енчен те сывлăх енчен хăш-пĕр кăлтăксем пур пулин те, тĕллев лартсан, çапах та çитĕнӳ патне ăнтăлма пултарнине кăтартрĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Крымра иртнĕ референдум кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Малтанласа палăртнă пĕтĕмлетӳсем тăрăх, Раççей Федерацийĕн тытăмне кĕме Крымра пурăнакан 95,7 процент чухлĕ сасăлакан хăйсен сассине панă. Референдума хутшăнма кăмăл тунисем 82,7 процентпа танлашнă. «Асăннă кăтарту Крымра пурăнакансем хăйсен пуласлăхне Раççей тытăмĕнче çеç кураççĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Пуçлăх Чăваш Енре юлташла Крым халăхне пулăшас тĕллевпе ирттернĕ митингăн йĕркелӳçисене – пурне те пысăк тав тунă. «Чăваш Енрен 10 пин çын ытла хăйсен кăмăлĕ ыйтнипе митинга хутшăнма кăмăл тунă. Ку паллах, питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Шупашкар хула Пуçлăхĕ Леонид Черкесов паян, каçхине хулара  18 сехетре митинг ĕçне пĕтĕмлетме пурне те йыхравланă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов Раççей Федерацийĕн вĕренӳ çинчен калакан саккун Чăваш Енре  еплерех пурнăçланса пыни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Пурне те кăсăклантаракан ыйту – пĕрремĕш класа ачасене шкула ярасси. 2013-2014 çулсенче Чăваш Енри шкулсенче пурĕ 12827 ача пĕрремĕш класра ăс пухать. 2014-2015 çулсенче – 13565 ача палăртса хунă, асăннă кăтарту ытти çултисемпе танлаштарсан, 738 ача ытларах. Чăваш Ен вĕренӳ миниситрĕ пĕлтернĕ тăрăх, шкул ачисене 1 класа йышăнма пур услови те  вырăн та пуррине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Вĕренӳ министерствинпе Шупашкар хула ертӳçисене ашшĕ-амăшĕсене валли кирлĕ хыпарсене вăхăтра тĕрĕс илсе çитерме чĕнсе каланă. «Кашни ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкишĕн пăшăрханать. Енчен те кăлтăксем пур пулсан, вĕсене вăхăтра сирсе яма, кирлĕ пек татса пама тăрăшмалла», - тесе асăрхаттарса хăварнă.  Чăваш Республикин транспорт министрĕ Михаил Янковский федераллă, республика, вырăнти çулсене çĕнетсе юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттернин ыйтăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, асăннă лаптăксенче пурĕ 40 бригада ĕçлет, вĕсен пурĕ 88 пин кв. метр çула юсама тивĕ. Паянхи кун тĕлне  70 процента яхăн ĕçе пурнăçлама ĕлкĕрне те. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене 45-50 процент чухлĕ тирпейлесе çитернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ автомашина çулĕсемшĕн хуласен пуçлăхĕсем тӳрремĕнех явап тытма кирлине аса илтерсе хăварнă.



17 марта 2014
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter