Каçал ен районĕ: Лидия Константиновна 100 çул тултарчĕ

Мартăн 15-мĕшĕнче Аслă Çĕрпÿел ялĕнче пурăнакан Гаврилова Лидия Константиновна 100 çул тултарчĕ.

Лидия Константиновна Комсомольски районĕн Хирти Ĕнел ялĕнче çуралнă. Самани йывăр пулнăран çамрăкла вĕренме май килмен унăн. 30-мĕш çулсенче кăна вулама, çырма, шутлама вĕреннĕ. Çамрăклăхĕ унăн нушаллă пулнă: ачаллах йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи умĕн Лида аппа Аслă Çĕрпÿел ялне качча тухать. Мăшăрĕпе Гаврилов Яков Гавриловичпа виçĕ çул çеç пĕрле пурăнма тÿр килет: Лидия Константиновнан упăшкине вăрçа илсе каяççĕ, Яков 1942 çулта вăрçă хирĕнче пуçне хурать. Лида аппа алăри ачипе тăрса юлать. Темле йывăр пулсан та çамрăк хĕрарăм пуçне усмасть: Петьăна ура çине тăратассишĕн пĕтĕм вăйне хурать: ватăличченех тăван колхозра тăрăшать. Ĕçри пултарулăхшăн Лидия Константиновнăна медальсем, Хисеп хучĕсем парса чыс тунă.

Ывăлĕ вăхăтсăр чирлесе çĕре кĕни Лида аппан сывлăхне самаях хавшатрĕ. Çапах та паян унпа юнашар кинĕ, Зинаида Петровна: мăнукĕсепе вĕсен ачисем. Çывăх çынсем ватă çыннăн савăнăçне те, хуйхине те пĕрле пайлаççĕ. «Тавах вĕсем пурришĕн», - тет 100 çулхи кинемей.

Çак савăнăçлă куна паллă тума район администрацийĕн пуçлăхĕ Афанасьев Михаил Романович, ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ракчеев Геннадий Герольдович тата Лидия Константиновнан çывăх тăванĕсем пуçтарăнчĕç.

Михаил Романович Раççей Президенчĕ Путин Владимир Владимирович янă Тав çырăвне вуласа пачĕ: чечек çыххи, хаклă парне парса чысларĕ.

«Лидия Константиновна: Эсир пирĕншĕн, хальхи ăрушăн, тĕслĕх, хисепе тивĕçлĕ çын. Эпир Сирĕнпе чăннипех мухтанатпăр, сывлăху ан хавшатăр, мăнукусемпе тăванăрсен чун-чĕре ăшшине туйса тăрăр, малашне те сирĕн килте килĕшÿ хуçалантăр» , - терĕ Геннадий Герольдович ватăна саламласа.

Лидия Константиновнан шăллĕ 83 çулхи Николай Константинович Скворцов та тăван аппăшне саламлама килнĕ: «Аппа, эсĕ пĕр ĕмĕр хыçа хăварнишĕн пурте чунтан савăнатпăр, малашне те çирĕп сывлăхлă пулма сунатпăр» , - терĕ вăл.

Мăнукĕсем те юратнă асламăшне ыррине кăна сунса тав сăмахĕсем каларĕç.

Юбиляр ячĕпе вырăнти артистсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç.

Савăнăç куççулĕпе тулчĕ ватă кинемейĕн куçĕ. Пурнăç çулĕпе малашне те тикĕс утма вăй- хăват пултăрччĕ санăн, Лида аппа.



17 марта 2014
09:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter