Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Президенчĕ йыхравланипе Раççей Федерацийĕн тытăмне Крым Республикине йышăнни çинчен калакан договора çирĕплетнипе Владимир Путин РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, Федераци Канашĕн членĕсемпе регионсен ертӳçисем умĕнче чĕнӳпе тухнă пулăма хутшăннă

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Думи, Федераци Канашĕн членĕсем, Раççей регионĕсен ертӳçисем тата граждансен обществисем умĕнче Раççей Федерацийĕн тытăмне Крым Республикипе Севастополь хули кĕни çинчен ырă чĕнӳпе тухнă пулăма хутшăннă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ референдумăн пĕтĕмлетĕвне политика тата юридици енчен хакланă.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин, пысăк пĕлтерĕшлĕ сăмахне вĕçленĕ хыççăн, Раççей Федераци тытăмне Крым Республики кĕни çинчен тата Раççей Федерацийĕнче çĕнĕ субъетсем йĕркелени çинчен калакан договора алă пусса çирĕплетнĕ.



18 марта 2014
15:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter