Вĕренỹ сигналĕ пулĕ

Ыран, пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Чăваш Енре халăха хăрушлăх пирки пĕлтермелли централизациленĕ хыпарлавăн регионти системин тĕрĕслевĕ иртет. "Пурте тимлĕр!" ("Внимание всем!") сигнала 10.00 сехетре кăшкăртма пуçлĕç.

Гражданла оборонăн тренировки пуçланни çинчен сиренăсемпе сасса вăйлатакан ытти хатĕрсем, радиопа телевидени каналĕсем пĕлтерĕç. Ку вĕренỹ сигналĕ кăна. Çынсен çухалса каймалла мар, харпăр хăй ĕçне е вĕренĕвне малалла тăсмалла.

Аса илтеретпĕр, "Пурте тимлĕр!" сигнала халăха аварисем, катастрофăсем, синкерлĕ инкексем, тăшман тапăнас хăрушлăх çинчен пĕлтерес тĕллевпе параççĕ.

Сиренăсен, гудоксен тата ытти хатĕрсен сассине илтсен радиоприемниксене, телевизорсене ямалла та мĕн çинчен пĕлтернине итлемелле. Информацие ертỹçĕсене, пĕрле ĕçлекенсене, çемье членĕсене, кỹршĕсене пĕлтермелле. Илнĕ рекомендацисемпе килĕшỹллĕн, кирлĕ пулсан, ватăсемпе чирлĕ çынсене, хĕрарăмсемпе ачасене пулăшма васкамалла.

В.ИСАЕВ.



18 марта 2014
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter