Раççей Федераци тытăмне Крым Республики кĕни çинчен тата Раççей Федерацийĕнче çĕнĕ субъетсем йĕркелени çинчен калакан договора ырласа Чăваш Енре митинг иртнĕ

Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта Украинăра пурăнакан ентешĕмĕрсене хавхалантарас тĕллевпе митинг иртрĕ. Унта пĕтĕмпе 7 пине яхăн çын хутшăннă. Крымра пурăнакансен йышăнăвне - Автономи Республикин шăпине палăртасси пирки референдум иртрĕ – ăна ырласа пĕтĕм çĕр-шывĕпех савăнăçлă митингсем йĕркелесе ирттерчĕç. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Патшалăх Думи, Федераци Канашĕн членĕсем, Раççей регионĕсен ертӳçисем тата граждансен обществисем умĕнче Раççей Федерацийĕн тытăмне Крым Республикипе Севастополь хули кĕни çинчен ырă чĕнӳпе тухнă пулăма хутшăннă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче иртнĕ референдумăн пĕтĕмлетĕвне политика тата юридици енчен хакланă.  Раççей Федераци тытăмне Крым Республики кĕни çинчен тата Раççей Федерацийĕнче çĕнĕ субъетсем йĕркелени çинчен калакан договора алă пусса çирĕплетнĕ. Чăваш Ен çыннисем те çак тĕллевпех Шупашкара митинга пухăнчĕç. Волонтерсем Георгий хăйăвне валеçсе пачĕç. Мероприятие чылайăшĕ тĕплĕн хатĕрленнĕ: транспарантсем, хăйсем тĕллĕн ăсталанă плакатсем илсе килнĕ. Вĕсен тексчĕсем пурин те пĕрешкелтерех: чăваш халăхĕ Крым халăхĕ майлă. Чăваш Республикипе Украинăна тахçанах йĕркеленнĕ экономика тата культура хутшăнăвĕсем çыхăнтараççĕ. Асăннă митинга йĕркелекенсем - çамрăксен, хĕрарăмсен, ветерансен общество организацийĕсем, профсоюзсем. Политика партийĕсем те çак кун пĕрешкел шухăша палăртрĕç. Чун ыратăвĕ пĕтĕм политика партине пĕрлештерет. Митинга çынсемчи малтан Раççей гражданинĕ пек - чун-чĕре ыйтнипе - пуçтарăннă. итинга килнисенчен чылайăшĕ хăйĕн шухăшне палăртнă. «Эпир таса чунлă çынсем майлă», - теççĕ пĕр харăс пур те. Сăмах май, пирĕн республикăра Крымри тата Севастопольти çынсем валли укçа куçармашкăн счет уçнă, ăна «Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ» общество организацийĕ йĕркелесе пырать. Тĕплĕнрех



19 марта 2014
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter