Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

 Паян Чăваш Енре Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăра чи аякра вырнаçнă ял тăрăхĕсене çитсе килме палăртса хунă, унтах ахаль çынсемпе, предприятисенчи ĕç коллективĕсемпе, организацисенчи халăхпа тĕл пулса калаçма палăртнă. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – 2013 çулта демографи лару-тăрăвне аталантарас тĕлĕшпе йышăннă республикăра тĕллевлĕ программа еплерех пурнăçа кĕрсе пыни.  2014 çулта йĕркелесе ирттермелли çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем тавра та калаçĕç. Чăваш Республикинчи муниципалитетсен таврашĕнче çĕрсене инвентаризацилес ĕç пирки, уйрăм ушкăнри граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕшĕн парса тивĕçтерекен пулăшу йĕркисене те сӳтсе явĕç. Чăваш Республикинче пурăнакансене пушартан, çуркуннехи шыв-шуртан сыхлас тата тавралăха тирпей илем кĕртес ыйтусем те хăйсен хуравĕсене тупĕç. Информаци ушкăнĕсен ертӳçисемпе тата унăн членĕсем халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парĕç, граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.



19 марта 2014
08:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter