Чăваш Ен Пуçлăхĕ «СМАК» предприятипе Шупашкар хулин Раççей ШĔМ Управление çитсе килнĕ

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Шупашкарти  Раççей ШĔМ Управление тата «СМАК» тулли мар яваплă пĕрлешĕве çитсе килнĕ. 2012 çултан пуçласа Шупашкар хулинче «Хăрушлăхсăр хула» муниципаллă тĕллевлĕ программа пурнăçланса пырать. Çак асăннă тапхăрта пурĕ Шупашкарта 136 видеосăнав вырнаçтарнă. 2014 çулта программăна пурнăçласа пыма  36,66 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Асăннă укçа-тенкĕ хула бюджетĕнчен çуртсен таврашĕнче видеосăнавсене, монтаж ытти ăптăр-каптăр ĕçсене тата 1300 видеокамерăна Шупашкарти 200 çуртсен таврашĕнче вырнаçтарма палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Хăрушлăхсăр хула» комплексăн аппарат программипе паллашнă.  Хулари урамсенче, çуртсен таврашĕнче видеосăнавсем вырнаçтарни граждансен пурлăхне упраса хăварма май панине асăннă Пуçлăх. «Йĕрке пăсакансене тупма питĕ меллĕ, кăтартусем те кӳç кĕретех - паха, йĕркене пăсассинчен сыхлакан профилактика», - тесе уйрăммăн палăртнă. Шупашкар хулин  РФ ШĔМ Управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов республика Пуçлăхне программăна пурнăçлама витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Сăмаха май, хулара нумай хваттерлĕ 80 çуртсен таврашĕнче паянхи куна видеосăнавсем вырнаçтарма та ĕлкĕрнине асăннă. «СМАК» пĕрлешӳре Чăваш Ен Пуçлăхĕ пылак çимĕçе хатĕрлекен цеха кĕрсе курнă. Кунта калăпланса тухакан таварсене упрама сивĕтмелли камерăсемпе ытти хатĕрсене пăхса çаврăннă. Предприятийĕн генеральнăй директорĕ, вăлах Шупашкар хула Пухăвĕн депутачĕ  Владимир Кузин пĕлтернĕ тăрăх,  фирма 300 яхăн тĕслĕ тавар калăпланине палăртнă. Чăваш Ен тăрăхĕнче таварсене вырнаçтарнисĕр пуçне Раççейри 17 регионта вĕсем таварĕсемпе усă кураççĕ. Харпăр хăй производствин таварсен калăпăшĕ 2013 çулта 11,2 процент чухлĕ ӳснĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ кунта хатĕрленсе тухакан пылак çимĕçсене республика тулашĕнче те аванах пĕлнине каланă. «Предприятинче таварсене пахалăх енчен пысăк шайра тата халăха кирлĕ пек хакпа калăпласа кăларни -  чи пĕлтерĕшли. Çулсеренех таварсене  тĕрлĕ рыноксенче вырнаçтарса пыраççĕ. Инвестици хывсах пыраççĕ, кулленех çĕнĕ линисем хута яраççĕ, кунта тимлекенсен ĕç укçин шайĕ те ӳссех пыни савăнтарать», - тенĕ Михаил Игнатьев. 2013 çулта предприяти пурĕ 16,5 млн. тенкĕлĕх тĕрлĕ хатĕрсем туяннă. Кăçалхи çул предприятине модернизацилес шутпа, пĕлтĕрхинчен виçĕ хут ытла та тăкакланма палăртнă. Михаил Игнатьев «СМАК» фирмăн ĕç коллективĕпе курнăçса вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă, хăшне-пĕрне тĕрĕслеве те илнĕ. Тĕплĕнрех



19 марта 2014
15:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter