Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи Вятка «Раççей перекет банкĕ» акционрсен уçă пĕрлешĕвĕн Председателĕпе Сергей Мальцевпа килĕшсе ĕçлемелли пирки калаçнă

Пуш уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи Вятка «Раççей перекет банкĕ» акционрсен уçă пĕрлешĕвĕн Председателĕпе Сергей  Мальцевпа тата унăн канашçи  Юрий Бычковскийпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Ĕçлĕ канашлăва Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Светлана Енилина хутшăннă. Калаçу самантĕнче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли пирки калаçса татăлнă. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре Раççей Перекен банкне халăх шаннине, вĕсен пулăшăвĕсемпе тăтăшах усă курнине асăннă. Сергей Мальцев Чăваш Енĕн бюджет балансĕ Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, чи ăнăçлисем шутĕнче пулнине палăртнă. Ĕçе пухăннисем малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрне тишкерсе тухнă. Калăпăр, кăçалхи çул çу тата çĕртме уйăхĕсенче Шупашкарта бизнеса аталантарма пулăшакан центр уçма палăртса хунă. «Атăл Вятка банк центрĕсенчен чи лайăххи пулĕ. Пайăр мар сăпатсене комплекслă пулăшу парас тĕллевпе ятарлă офиссем уçма  палăртнă. Предпринимательсене вĕрентмелли ятарлă условисем пулĕç. Унсăр пуçне Чăваш Енре 2015 çулта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан 15 банк филиалĕсене уçса хута яма палăртнă», - тесе пĕлтернĕ Сергей Мальцев. Тĕплĕнрех

 



20 марта 2014
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter