Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн XX-мĕш сессине хутшăннă

 Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн XX-мĕш сессине хутшăннă. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн, Пуçлăх Министрсен Кабинечĕн 2013 çул ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Правительство уççăмăнах тата курăмлăн ĕçлесе пынине асăннă. Общество бизнес-инициативсем пулăшу кӳрсе, вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсен витĕмлĕхне ӳстерсе пыни, социаллă экономика, стратегиллĕ ыйтусене çийĕнчех татса пама май килнине асăннă.  2013 çулта Министрсен Кабинечĕ республикăн харпăр хăй тупăшне ӳстерсе пырасси çине тимлĕх уйăрса пынă, патшалăх пурлăхĕсемпе эффективлă усă курасси çине тимлĕх уйăрнă. Шайлаштарнă бюджета кура, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пурне те тенĕ пекех татса пама май пулнă. Раççей Правительстви Чăваш Республикине Раççейри чи лайăх регионсем, ăçта бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçин виçине кирлĕ пек ӳстерсе пыракан регионсем шутне кĕртнĕ. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансен шалу укçине РФ Президенчĕ В.В.Путин 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче кăларнă указĕсене пурнăçа кĕртсе пурнăçланнă. Республика Пуçлăхĕн хăйĕн докладĕнче промышленноç комплексĕнчи ĕç кăтартăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Унсăр пуçне ял хуçалăх, çул-йĕр тытăмĕнчи кăтартусем, пысăк хуласен аталанăвĕсем çине те тимлĕх уйăрнă, инвестици ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Правительствăн хамăр тăрăха инвестицие явăçтарма кирлĕ пек условисем туса парасси тĕп ыйту пулнине асăннă.  Республикăра юлашки вăхăтра кредит рейтингĕ «тăнăçлă» Moody’s (Мудис) и Fitch (Фитч) витĕмĕпе пулса пырать.  Пĕлтĕрхи çул мĕн пур финанс çăлкуçсене пĕрлештерсе 831,1 пин кв.м. çурт-йĕр хута яма май килнĕ, 2012 çулхипе танлаштарсан 101,5 процент. «Пурăнмалли çурт-йĕрсене хута ярассипе эпир яланах малтисен вырăнĕнче пулнă, паян та кăтарту савăнтарать», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Социаллă политика лайăх пулни, демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни çирĕплетет. Пĕлтĕрхи çул ача çуралакансен хисепĕ ӳсни курăмлă. Ытларах çемьесенче иккĕмĕш, виççĕмĕш пепкесем кун çути курни савăнтарать. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ пĕлтĕрхи çул 10 процент чухлĕ ӳснĕ. Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн регионĕсем хушшинче пĕчĕк пепкесем вилессин кăтартăвĕ чи пĕчĕк пулнине палăрса тăрать. 2013 çулта республикăра пĕчĕк ачасем вилнин кăтартăвĕ 9,4 процент чухлĕ чакнă. Раççейре – 8,2 процент, Атăлçи федераллă округпа илес пулсан 7,5 процент. Республика Пуçлăхĕ кăрлач уйăхĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пулса иртнĕ канашлăвăн кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Районсемпе хуласенче социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ чухне хускатнă ыйтусем çинчен калаçу хускатнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, муниципалитетсем аван аталанса пынине палăртнă. Пур çавăн пек йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем – вĕсем пур-пĕрех кирлĕ пек пурнăçланса пыраççĕ. Калăпăр, районсенче усă курман çĕр лаптăкĕсем, вĕсемпе эффективлă пĕлсе усă курманни. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ытларах ĕçлемелле. Муниципаллă çĕрсемпе усă курнăшăн, арендаторсене вăхăтра укçа-тенкĕ парăмĕсене парса татма хистемелле.  Паян тата куллен халăх çĕклекен ыйтусенчен пĕри – врачсем çитмени, çакнашкал йывăрлăхсем пур муниципалитетсенче те пур. Халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, йĕрке пăсакансемпе кĕрешесси, эрех-сăрапа алхасакансене чарасси – приоритетлă ыйтусем шутне кĕреççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май, пĕтĕмĕшле илес пулсан социологи ыйтăвĕсен кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра влаç органĕсенче ĕçлекенсене ырă енпе хак панине асăннă. «Эпĕ халăхсемпе тĕл пулусем ирттернĕ чухне, вĕсем пире шаннине хам курса ĕнентĕм. Халăх ыранхи куна шанса лайăх кăмăлпа пурăнать, пурнăç шайĕ кулленех ырă енне улшăнса пынине çирĕплетет», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.



20 марта 2014
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter