Раççей тата Крым: эпир - пĕрле!

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, Крым Республикипе Севастополь хулин уполномоченнăй представителĕсем Раççей тытăмне икĕ субъекта йышăнни çинчен калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ кун Шупашкарти Республика тÿремĕнче çакна ырласа йышлă митинг иртрĕ. Чăваш халăхĕ Крымпа тата Севастопольпе пĕрле пулнине палăртакан акцие политика партийĕсем, хула ертÿлĕхĕ тĕрлĕ общество организацийĕсемпе тата учрежденисемпе пĕрле йĕркеленĕ. Митингра сăмах калакансем - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, республикăри травматологипе ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев, Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Морис Яклашкин, Шупашкар хулинчи истори учителĕсен ассоциацийĕн ертÿçи, 44-мĕш лицейре истори вĕрентекен Елена Егорова, Раççей Геройĕ, "Раççей халăх фрончĕ" юхăмăн регион штабĕн çум ертÿçи Евгений Борисов, Владимир Путин Президентăн Чăваш Енри шаннă çынни, "Вăрçă ветеранĕсем" общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Матвеев - истори пĕлтерĕшлĕ пулăма ырланине, çĕр-шыв ертÿлĕхĕ хăйĕн чысне-сумне тĕнчери патшалăхсен умĕнче тата çÿллĕрех шая çĕкленине палăртрĕç. "Крым хăйĕн истори çĕр-шывне, хăйĕн чĕлхин тĕнчине хăйĕн ирĕкĕпе, мĕн тунине ăнланса таврăнчĕ. Раççей пулăшнипе.

Анăçпа АПШ пирĕн патшалăхăмăрсене, унăн историне, вĕсен ирĕклĕхне, Раççейĕн малашнехи шалти ĕç-хĕлне, унăн йышăнăвне хирĕç тем пек шăл хăйрасан та текех вĕсен сĕмсĕр ĕмĕчĕ пурнăçланас çук. Крым Раççейпе пĕрлешрĕ, ку пулăма историрен никам та кăлараймĕ, хуратас тесен те сăрри çитмĕ. Эпир халĕ пĕрле! Яланлăхах!" - чăн чăнлав пек янăрарĕç çак сăмахсем митингра. Кун çумне нимех те хушса калаймăн. Уяв-акци сĕмне художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен юрри-кĕввипе ÿстерчĕç.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 марта 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter