Патăрьел районĕ: шкул ачисем юратнă çыравçăпа тěл пулчěç

«Алманчăри пěтěмěшле вăтам пěлÿ паракан» муниципалла бюджетлă вěрентÿ учрежденийěн 8-мěш класěнче вěренекенсем Николай Ишентей çыравçăпе тěл пулу ирттерчěç.

Паян «Атăл – Волга» издательство суртĕнче вăй хуракан çыравçăн пултарулăх арчинче тĕрлĕ жанрпа çырнă хайлавсем пур, вуншар кĕнеке пичетленсе тухнă.

Николай Петрович ачасене «Кěрешўпе юрату» кěнекипе паллаштарчě.  Кěнекене икě повеç кěнě. Иккěшěнче те пěр тема – юрату пěрлештерет. Кěнекери геройсем чăн-чăн юрату пуррине ěненеççě, уншăн кěрешеççě. Кěрешўсěр юрату килмест. Повеçре каласа кăтартнă юрату историйě тўрремěнех çакна ěнентерет. Таса туйăма сыхлама таса кěрешў кăна вăй-хал çитерě.

«Чěрепе планета» (Планета и сердце) кěнеке çинче автор уйрăммăн чарăнса тăчě. Автор ачасене кěнекене кěнě произведенисемпе паллаштарчě, хăшне-пěрне вуласа та пачě. Кěнекере маларах çырнă сăвăсемсěр пуçне вулакан умне пěрремěш хут тухаканнисем те чылай. Ку кěнекене республикăра иртекен «Литературăлла Чăваш Ен: çулталăк кěнеки» конкурса тăратнă.

Çавăн пекех автор вулакансене çěнě кěнекисемпе те паллаштарчě.

Ачасем çыравçа тěл пулушăн тав туса малашне нумайран та нумай произведенисем çырма, татах тěл пулма сунчěç, асăнмалăх сăн ÿкрěç.



21 марта 2014
10:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter