Тăвай районĕ: тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ

Республикăра пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Асăннă мероприятие йĕркелеме пирĕн района Шупашкартан ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумĕ С.Шелтуков, федераллă службăн ЧР çут çанталăкпа усă курмалли ĕçсен надзор управленийĕн ертỹçи В.Косачев, патшалăхăн "МАДИ" вĕренỹ учрежденийĕн филиалĕн директорĕн çумĕ В.Михайлов килчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке кĕтсе илнĕ вĕсене, тăвайсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Республикăри информушкăн малтан активистсемпе тĕл пулнă.

Çавăн хыççăн информушкăнсем тĕрлĕ организацисен коллективĕсемпе, ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванеркепе спорт министрĕн çумĕ С.Шелтуков "ДЮСШ-"Аль" ФСКра ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, шывра ишессипе иртекен район чемпионатне уçнă çĕре хутшăннă. Сергей Сильвестрович спортсменсене çĕкленỹллĕ кăмăл-туйăм, ăнăçусем суннă. Сăмах май калас-тăк, вăл хăй çав ир çеç Сочири Паралимп вăййисенчен килсе çитнĕ. Тĕл пулусен вăхăтĕнче ăмăртусем çỹллĕ шайра иртни çинчен каласа кăтартнă.

Çав ушкăнах "Акконд-агро фирма" обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексĕпе паллашнă, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулса калаçнă. Комплекс ăнăçлă ĕçлесе пырать, хальхи вăхăтра талăкри сăвăм ĕне пуçне 16,5 килогрампа танлашать. Сергей Сильвестрович Аркадий Васильев электрик-механике нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн ЧР Ял хуçалăх министерстви ячĕпе грамота парса хавхалантарнă.

Пĕрлехи информаци кунне района Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" фабрикăн генеральнăй директорĕ В.Н.Иванов та килсе кайнă, район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Ванеркепе тата унăн пĕрремĕш çумĕпе В.Чайкинпа тĕл пулнă, пĕрле районăн экономикипе социаллă аталанăвĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин, федераллă службăн ЧР çут çанталăкпа усă курмалли ĕçсен надзор управленийĕн ертỹçи В.Косачев, Тăвай енри надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов потребительсен "Тăвайри кооператив" пĕрлешĕвĕнчи, Енĕш Нăрваш библиотекинчи тĕл пулусенче пулнă.

2013 çулхи демографи аталанăвĕн республикăри тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕртесси, çур акине хатĕрленесси, ЧР муниципалитет территорийĕсенчи çĕр пайĕсене инвентаризацилесси çинчен, çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсем тỹленĕ чухне çăмăллăхпа усă куракан граждансене социаллă пулăшу парасси, çуркунне шыв илме пултаракан вырăнсене хỹтлĕхпе тивĕçтересси, тавралăха тасатасси, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен сỹтсе явнă.

"Уйрăм граждансене çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсем тỹленĕ чухне социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен" законпа районта пурĕ 596 çын пулăшу илет, вĕсенчен 195-шĕ сывлăх сыхлавĕн тата 49-шĕ культура ĕçченĕсем, 25 ветеринари тата 2 социаллă работниксем. Вĕренĕвĕн 314 специалистĕнчен 128-шĕ уйăхсерен укçа тỹлевĕ илет, 186-шĕ - укçан компенсаци, вĕсене коммуналлă услугăсемшĕн тỹленине тавăрса параççĕ.

ЧР Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Çырăвĕнче палăртнисене пурнăçласа пирĕн район администрацийĕнче çĕрсене инвентаризацилекен ĕç комиссийĕ туса хунă. План пур унăн, сайт çине "Халăх инвентаризацийĕ" баннер лартнă. Пушă, усă курман çĕрсене инвентаризацилессине икĕ тапхăрта пурнăçлаççĕ. Кăçал пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнчен усă курман, хуçалăхсăр çĕрсене тупса палăртассипе ĕçлеме пуçлаççĕ. Юпа уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнчен тупса палăртнă çĕрсене кадастр учетне тăратаççĕ. Асăннă ĕçсене раштав уйăхĕн пĕрремĕшĕччен вĕçлемелле.

ЗАГС уйрăмĕ 2013 çулта пурĕ 588 акт (2012 çулта 581) çырнă. 165 (183) ача çуралнă, 270 (266) çын вилнĕ, 74 туй (79) пулнă, 49 çемье (30) уйрăлнă. Ашшĕ кам пулнине палăртнă _ 19 (17), ят улăштарнă 10 (6) тĕслĕх пулнă.

Шыв илме пултаракан вырăнсене палăртса хунă, çурхи ейĕве хатĕрленсе кĕперсене тĕрĕслесе тухнă, вĕсен айĕнчен мĕн чухлĕ шыв юхма пултарнине тĕпченĕ, шыв-шур инкекĕсенчен сыхланма командăсем йĕркеленĕ районта.

Потребительсен "Тăвайри кооператив" пĕрлешĕвĕнчи калаçура та çỹп-çапа ыйтăвне çивĕч хускатрĕç. "Кашни пысăк уяв хыççăнах тавралăха пирĕн тирпейлеме тивет", - теççĕ çынсем.

- Куллен тирпейлекен вырăнта мар, пачах вараламан çĕрте кăна таса. Урамсем илемлĕ пулччăр тесен, çỹп-çап ăçта пăрахмаллине пĕлмелле, _ тесе хуравларĕç.

Енĕш Нăрвашри библиотекăра ырă сунса кĕтсе илчĕç информушкăна ял çыннисем. Малтан кĕнекесемпе журналсен, ал ĕç куравĕсемпе паллашнă. В.Косачева çĕр ĕçченĕсем çут çанталăк темине тăтăшах хускатни, ăна манманни кăмăла кайнă. В.Михайлов çуркуннехи-çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассипе питĕ тимлĕ пулма сĕнчĕ. В.Чайкин кун йĕркинчи ыйтăва хускатса, кăçалхи çур акине мĕнле хатĕрленни çинче чарăнса тăчĕ. Культура çулталăкĕнче çынсене хавхалантарассипе ĕçлекенсене тỹлесси мĕнле пуласси, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ тата ытти пирки пĕлесшĕн пулчĕç пухăннисем.

Пĕрлехи информаци кунĕсене уйăхсерен ирттерни пире ертỹçĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех пĕлме, хамăра канăç паман ыйтусене кирлĕ пек татса пама, власть органĕсемпе ĕç коллективĕсем хушшинчи çыхăнăва çывăхлатма пулăшать.



21 марта 2014
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter