Сĕнтĕрвăрри районĕ: кăмăллă пулчĕç

Паян ачасен кĕнеке вулас туртăм часка пынинчен тĕлĕнме кирлех те мар. Вĕсем ытларах хăйсен пушă вăхăтне компьютер умĕнче ирттереççĕ. Çапах та çамрăксен кĕнекерен писмелле мар. Кĕнеке – пĕлÿ çăл куçĕ-çке. Вулама юратан ача вĕренÿре те, ĕçре те, пур çĕрте те  яланах малта.

            Кĕнеке пĕлÿ çăл куçĕ пулнине Хуракасси ача сатĕнчи «Юмах» ушкăнри ачасем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем час-часах шкул библиотекине çÿреççĕ. Паян та вĕсем ирех Людмила Николаевнăпа Ирина Алексеевна воспитательсемпе пĕрле библиотекăна васкарĕç. Вĕсене Светлана Ивановна ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çурхи уяв ячĕпе хатĕрленĕ «Анне ăшши хĕвелтен те ăшăрах» выставкăпа паллаштарчĕ, анне çинчен сăвăсем вуласа пачĕ. Ун хыççăн «Анне – чи пултарулли» викторина ирттерчĕ. Пĕчĕкскерсем пур ыйту çине те тĕрĕс хуравсем пама тăрăшрĕç. Çакă вăл ачасем килте те , садикре те кĕнекесесмпе туслă пулнине кăтартса пачĕ, мĕншĕн тесен библиотекарь ыйтусене тĕрлĕ сăвă-юмахсенчен хатĕрленĕ-çке. Ыйтусем  çине тĕрĕс хуравсем парса мала Даша Михайловпа Юра Долгов тухрĕç. Вĕсенчен кая юлмарĕç:  Юля Афанасьева, Саша Васильев, Юля Гусевăпа Соня Алексеева. Питĕ маттур та тавçăруллă иккен пĕчĕкскерсем. Вĕсене библиотекарь малашне те кĕнекепе туслă пулма чĕнсе каларĕ.

 Ун хыççăн «Куккук» юптаруллă мультфильма пăхрĕç. Пĕчĕкскерсем питĕ тимлĕ пăхса ларчĕç те тĕлĕнчĕç. «Пирĕн аннесем куккук та пулма пултараççĕ-ши? Аннесене чирлесен пулăшмалла. Куккук пулса пире ан пăрахса кайччăр»- терĕç вĕсем. Светлана Ивановна вĕсене аннесене çеç мар, асатте-асаннесене те, пур çынна та яланах йывăр вăхăтра та, пур чухне те пултарнă таран пулăшмаллине, хисеплемеллине, хаклама пĕлмеллине пĕлтерчĕ.

Юлашкинчен библиотекарь кашни ачанах пылак кучченеç пачĕ, тимлĕ пулнишĕн тав турĕ. Килте аннесенмпе пĕрле кĕнекесем ытларах вулама сĕнчĕ. Пурте кăмăллă пулчĕç.  Пĕчĕкскерсем çĕкленÿллĕ туйăмпа вулавăшран тухса садикелле çул тытрĕç.



21 марта 2014
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter