Çĕнĕ Шупашкарта ТЭЦ-3 çĕнĕ турбоагрегат хута янă

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ТЭЦ-3 Çĕнĕ Шупашкарти çĕнĕ турбоагрегата хута янă пулăма хутшăннă.  Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ объект пулнине асăннă. «Чăваш Енре влаç органĕсенче ĕçлекенсем энергетика комплексне аталантарма пысăк витĕм кӳреççĕ. Инвестици хывма майсем тупса параççĕ.  Çĕнĕ  80 МВт калăпăшлĕ объект 30 пине яхăн çынна ăшăпа тата электричествопа тивĕçтерме пултарать. Çĕнĕ Шупашкарти предприятисемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене пахалăх енчен пысăк энергипе тивĕçтерĕ. Малашне тата та вăйлăрах аталанса пыма пысăк хулана витĕм кӳрĕ», - тесе палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, КЭС Холдинг Генеральнăй директорне Борис Вайнзихера, республикăпа тачă çыхăнса ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕ каланă. Борис Вайнзихер КЭС-Холдинг Çĕнĕ Шупашкарта пурнăçа кĕртнĕ проект Раççей энергетика тытăмĕнчи пысăк инвестициллĕ программа пулнине пĕлтернĕ,  Чăваш Ен тăрăхĕнче асăннă программăн тĕп экваторĕ пулнине палăртнă. Палăртнă компанийĕн 18 проектĕнчен Çĕнĕ Шупашкарти объект 9-мĕш пулнине каланă.  Борис Вайнзихер хăйĕн сăмахĕнче палăртнă пулăм КЭС-Холдинг тата Çĕнĕ Шупашкаршăн  пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Вăл Чăваш Енри влаç органĕнче ĕçлекенсене, çакăн пек пысăк инвестициллĕ проекта пурнăçа кĕртме пулăшнишĕн, чĕререн тав тунă. «Пирĕн, пĕрре те строительство ĕçĕн тапхăрĕнче кăлтăксем пулман. Пурте яланах май килнĕ таран пулăшса пынă. Тавах Сире, çак çĕр çинче ĕçлеме питĕ пире пархатарлă», - тесе хăйĕн савăк кăмăлне пĕлтернĕ Борис Вайнзихер. Чăваш Ен Пуçлăхĕ предприятинче тăрăшакансене алла çыхмалли сехет тата Тав çырăвĕсене парса хавхалантарнă. Компанийĕн чи сумлă ветеранне, Раççей Федерацийĕн Минтопэнерго тава тивĕçлĕ ĕçченне, асăннă тытăмра 55 çул хушши таса та тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе, вăлах Çĕнĕ Шупашкарта пĕрремĕш хут, пуçласа 1965 çулта   ТЭЦ-3 пĕрремĕш хутса ăшăтмалли хатĕрсене вырнаçтарса хута янă ĕçе те хутшăннă пулнă, ăна алла çыхмалли сехете парса чыс тунă. Тĕплĕнрех



21 марта 2014
09:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter