Чăваш Ен Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн ларăвĕ иртнĕ

 Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ йĕркелесе пынипе Экономика канашĕн ларăвне ирттернĕ. Республикăн экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2030 çулчченхи Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕн стратегиллĕ çул-йĕрĕсем çинчен каласа кăтартнă. Министр палăртнă тăрăх, çĕнĕ стратегие хальхи экономика витĕмне усă курса йĕркеленине каланă. Чăваш Ен территорийĕнче çитес тата нумай вăхăтлăх Стратегинче малашлăхра бизнеса аталанма тивĕçлĕ вырăн йĕркелесе пырасси пирки асăннă.  Лару вăхăтĕнче экспертсемпе пысăк промышленноç предприятийĕсен ертӳçисем, республикăри обществăлла организацисен представителĕсем хăйсен шухăшне палăртнă, Стратегие кĕртме çĕнĕ предложенисем тăратнă. Калăпăр, Корпоративнăй управленийĕн РАНХ аслă шкулĕн  халăхсем хушшинчи агробизнес центр ертӳçи  Виктор Лищенко  пĕлтернĕ тăрăх, республикăра транспортпа инженери тытăмĕ ял тăрăхĕсенче аван аталанса пынине каланă, çавна пула та ял хуçалăх таварне калăплассипе уйрăмах пысăк çитĕнӳсем тума меллĕ пулнине палăртнă. «Чебоксарское производственное объединение имени В.И. Чапаева» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ Михаил Резников экономика валли пулас кадрсене хатĕрлеме çамрăксен ăс-тăнне тĕпрен улăштарса культурăна вĕрентесси пирки асăннă. «Акконд» тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн  Генеральнăй директорĕ Валерий Иванов, 2030 çул валли  палăртса хунă Стратегие электротехника промышленноçĕсĕр пуçне, апат-çимĕç промышленноçĕ çине те таянма кирлине каланă. «Чăваш Ен экономикинче апат-çимĕç тытăмĕ 16-17 процента яхăн вырăн йышăнса тăрать. Эпир хамăр енчен ĕçлеме пултарнине кăтартса патăмăр. Апат-çимĕç промышленноçĕн пуласлăхĕн кăтартăвĕ пысăк пулни - куç кĕретех», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Валерий Иванов. Лару ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, - республика Правительстви лару-тăрăва илемлетсе кăтартмасть, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене те çийĕнчех татса пама тăрăшать, - тенĕ. «Енчен те пирĕн пурсăмăрăн та пĕтĕмпех лайăх пулсан, эпир уçăнах лайăх тетпĕр, енчен те япăх пулсан нимĕн пытармасăрах - япăх пулнине калатпăр, çитменлĕхсемпе çителĕкссĕр таран ĕçленине палăртатпăр», - тенĕ. Михаил Игнатьев Стратегие аталантарассин ĕç хутне йышăннин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине каланă. Республикăри предприятисен ертӳçисене калăпласа кăларакан хăйсен таварĕсене тĕнчен рынокĕнче те тăтăшах вырнаçтармалли пирки асăннă.  Çĕнĕ технологисемпе усă курса, таварсене пахалăхĕ енчен пысăк шайра калăпламаллине чĕнсе каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Экономика канашĕн 2014 çул валли йышăннă планне çирĕплетнĕ, канашăн ĕç ушкăнĕн тытăмне çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ.Тĕплĕнрех



21 марта 2014
14:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter