Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче çерем çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнине халалласа торжествăлла пулăм ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев целина тата нумай çул выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртнĕренпе 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче йĕркеленĕ. Пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пĕтĕм çĕр-шыва  хăрушсăрлăхран çăлса хăварнин хакĕ калама çук пысăк пулнине асăннă. Уйрăмах вăрçă инкекĕсем хыççăн çĕрсене упраса хăварни пысăк пĕлтерĕшлĕ. «43 млн. га яхăн çĕрсене çăлса хăварса çĕр-шыва çĕнĕ юхăм вăйĕ кĕртсе янă. Çакăн пек пархатарлă пысăк ĕçре Чăваш Ен халăхĕн тӳпи те пысăк. Ахальтен мар чăваш çынни çĕре юратнипе, хăйĕн ĕçченлĕхĕпе  ыттисенчен уйрăлса тăнă. Эсир тĕнчене кризисран çăлса хăварнă. Алтай, Казахстан тата Çĕпĕре çитиех тухса кайса ĕçленĕ, сире нимĕнле йывăрлăх та хăратман. Хăвăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех тăрăшса ĕçлесе çитĕнӳсем, çĕнтерӳ кăтартма пултарнă. Эсир, ĕçе юратни, тăван çĕр-шыва сума сунни, паян ял хуçалăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк ăру сирĕн тĕслĕхе тĕпе хурса  çитĕнет», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Апат-çимĕç таварĕсен ыйтăвĕ паянхи куншăн та актуаллă. Раççей ВТО кĕнĕ май, конкуренци, ăмăртса ĕçлесси вăй илсех пырать. Паллах, çавсем рынокра çĕнтереççĕ, камсен таварĕсем пахалăх енчен пысăк шара. Чăваш Енри паттăрсене, целина ĕçченĕсене  çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тав тунă. Паянхи кун, пĕтĕм ял халăхĕ пĕрле тăрăшса ĕçлесе пынине кура тата çавăн пекех пысăк агропĕрлешĕвĕсенче тимлекенсем, харпăр хăй хуçалăхĕнче ĕçлекенсен витĕмне кура, Чăваш Республикинче апат-çимĕç таварĕсемпе тивĕçтересси кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине каланă. Атăлçи федераллă округпа илес пулсан, Чăваш Ен çĕрсемпе эффективлă усă курассин кăтартăвĕпе, виççĕмĕш вырăнта тăрать пулин те пирĕн çĕрсен çаврăнăшĕнчен кăларман лаптăксем татах пур-ха. «Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – çĕрĕн кашни гектарĕпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курма тăрăшмалла», - тесе чĕнсе каланă министр. Уçăм çĕрсене ĕçлеттерме, пусă  çаврăнăшне кĕртме хутшăннă паттăрсем – Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕнче ĕçлесе канăва тухнă, Ветерансен пĕрлешĕвĕн председателĕ  Василий  Шадриков тата  Зинаида Михайлова  вĕсем патне тимлĕх уйăрнишĕн тав тунă.   Паянхи ларура 5-11 классенче вĕренекенсем хушшинче республика шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ конкурсăн çнтерӳçисене, лайăх рефератсем тăратнăшăн, Дипломсем парса хавхалантарнă. Тĕплĕнрех



21 марта 2014
15:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter