Владимир Воронков: «Чăваш Ен яланах Раççей шайĕнче спорт енĕпе малтисен ретĕнче пулнă, асăннă çитĕнĕве малашне те тытса пыма тăрăшăпăр»

Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев XI-мĕш хĕллехи Олимп вăййисен чемпионне Владимир Воронкова 70 çулхи юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă. Физкультурăпа спорта аталантарма пысăк витĕм кӳнишĕн республика символикиллĕ алла çыхмалли сехет тата Тав çырăвне парса чысланă. Михаил Игнатьев тата Владимир Воронков спорт аталанăвĕн юхăмĕ çинчен сӳтсе явнă. Чăваш  Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пуш уйăхĕн 20-мĕăшĕнче «Спортпа сывлăх кунĕ» çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ.  Сывлăх кунĕн тĕп тĕллевĕ - кашни уйăхра, ятарласа сывлăх кунне ирттересси, асăннă мероприятие ытларах та ытларах республикăра пурăнакансене спорта явăçтарасси пулнине асăннă. «Çитес вăхăтра Чăваш Енре пурăнакансенчен 40 процентне сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшăпăр. Çамрăк çитĕнекен ăрăва илес пулсан, кашни иккĕмĕш çамрăк, спортпа туслă пулмалла. Çакнашкал йышăну туни, çамрăксене хăйсене питĕ кирлĕ. Пурнăçра темĕнле вăхăт та пулма пултарать. Спорт йывăрлăхсенчен хăтăлма пулăшать», - тесе чĕнсе каланă Михаил  Игнатьев.  Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре спорт çĕнĕ юхăма лекнине асăннă. Çĕнĕрен хăпартса лартма тытăннă спорт сооруженийĕсене пурне те çитес вăхăтра хута яма палăртнă. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме Раççей Спорт министерстви 334 млн тенкĕ куçарса парать. Хамăр республика бюджетĕнчен те хушса укçа-тенкĕ куçарнине палăртнă.  «Чăваш Ен яланах Раççей шайĕнче спорт енĕпе малтисен ретĕнче пулнă, асăннă кăтартăва малашне те тытса пыма тăрăшăпăр. Ăнăçу каламасăрах пире кĕтсе тăма пултарать, енчен те республикăра, ертӳçĕ ĕçĕнче ытларах спортпа туслă çынсем пулсан», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева Владимир Воронков.  Сăмаха май, сумлă хăна,  юлашки çулсенче Чăваш Енре спортра анчах мар, ытти социаллă тытăмра та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем йĕркелесе иртерни çинчен асăнса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ тата Олимп чемпионĕ çĕнтерӳсем патне ăнтăлма тăван Çĕр-шыва юратни питĕ пулăшни çинчен çирĕплетсех каланă. Сочире пулса иртнĕ ăмăртусенче Раççей команди пĕтĕмпех çĕнтерни, Раççей тытăмне Крым кĕни те – çаксем пĕтĕмпех патриотизм туйăмĕ вăйлă пулнине çирĕплетсе панине каланă.

Пĕлсе тăма:

Владимир Воронков Каçал ен районĕнче Тукай ялĕнче çуралса ӳснĕ. 1972 çулта йĕлтĕрпе чупса Олимп чемпионĕ пулнă. Чăваш Енре паллă ентешĕмĕре В.П. Воронкова  тата Раççей тава тивĕлĕ тренерĕ В.Я. Григорьева  сума сунса, çулсеренех йĕлтĕрпе чупассипе Республика шайĕнче спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттереççĕ.

 Тĕплĕнрех



21 марта 2014
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter