Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хуласен администрацийĕсен ертӳçисемпе видеоканашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусем: халăха таса шывпа тивĕçтересси тата çул-йĕрсене пăхса тăрасси пулнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков 2005-2013-мĕш çулсенче программăпа килĕшӳллĕн республикăри халăхсене таса шывпа тивĕçтерес тĕллевпе  5 млрд яхăн укçа-тенкĕ тăкакланнине палăртнă. 57 ял тăрăхĕсенче вырнаçнă объектсене туса пĕтерсе хута яма май килнĕ. Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенче шывпа тивĕçтермели икĕ системăна юсанă, Улатăр районĕнчи Киря поселокĕнче те пысăк объекта йĕркелесе çитернĕ, унсăр пуçне 68 артезианский скважинсене, 570 км тăршĕ шыв пăрăхĕсене тĕпрен çĕнетсе йĕркене кĕртсе çитернĕ. Шăмăршă, Патăрьел, тата Каçал ен районĕн кăнтăр пайне кĕрекен ялсене пĕтĕмпех шывпа тивĕçтермелли объектсен ĕçне малалла тăснă. 2014 çултан тĕп программа çумĕнче тепĕр хушма программа пурнăçа кĕртес тĕллевпе Чăваш Республикинче пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерме 2012-2020 çулсем валли çĕнĕ хушма программа палăртса хунă. Кăçалхи çула валли 369,6 млн тенкĕ укçа пăхса хăварнă. Федераллă тĕллевлĕ программăпа «Таса шыв» килĕшӳллĕн 2014-2015 çулсене валли проектсене пурнăçлама  2 млрд тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă. Чи малтанах асăннă укçа-тенкĕпе Шăмăршă, Патăрьел тата Каçал Ен районĕнчи кăнтăр енче вырнаçнă ялсенчи ĕçсене пурнăçлама палăртнă. Асăннă ыйтăва пурнăçласан 65,9 пин 102 ял тăрăхĕсенче пурăнакансен шăпине татса пама май килĕ. Унсăр пуçне Пăрачкав салинче, Çĕмĕрле тата Канаш хулисенче вырнаçнă объектсене реконструкци ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме палăртаççĕ. Федераци потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕ Надежда Луговская Чăваш Енре шыв пахалăх енчен самай лайăхланнине асăннă. Çапах та пур уйрăм районсенче, шывăн пахалăхне кăштах лайăхлатмалла.  Çул-йĕрсем çинчи юсав ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский тĕплĕн паллаштарнă.  Асăннă ыйтусемпе çивĕч тĕрĕслесе тăмаллине, уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалли пирки уççăмăнах палăртса хăварнă.  Тавралăха тирпей – илем кӳресси пирки те ыйтăва куçран вĕçертме кирлĕ маррине палăртнă. Тĕплĕнрех



24 марта 2014
09:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter