Чваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн ларăвне йĕркелесе ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç кĕрешекен Координаци канашĕн ларăвне йĕркелесе ертсе пынă.  Ларăва уçнă май, республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре право йĕркине сыхлакан органсемпе ытти тĕрлĕ службăсем тачă çыхăну тытса ĕçленине кура, Чăваш Енре коррупцие хирĕç кĕрешес ĕç аван пурнăçланса пынине асăннă. 2013 çулта обществăлла шухăшлав фонд тĕрĕслев ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ хыççăн, Раççей шайĕнче йăлари коррупци  чи пĕчĕк кăтарту пулнипе Чăваш Ен ăнăçлă виçĕ регион шутне кĕнĕ.  Михаил Игнатьев патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене нумайăшне электронлă майпа тивĕçтернине каланă. Çакнашкал ĕçе йĕркелени, граждансене патшалăх тытăмĕн органĕнче ĕçлекенсемпе (чиновниксемпе) тачă çыхăнса ĕçлессинчен пăрать, коррупци ĕçĕсем тăвассинчен те хăтарнине асăннă. Право сыхлас органĕсен ертӳçисем 2013 çулта йĕрке пăсассинчен сыхланса профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттерни çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă, 2014 çул валли йышăннă тĕллевсем пирки каласа кăтартнă. Пĕлтĕрхи çул йĕркене пăснă тĕслĕхсене илес пулсан, вĕсенчен ытларахăшне вырăнти хăй тытăмлăх оранĕсенче тимлекенсем пулнă. Паянхи ларура Чăваш Республикинче нормативлă право акчĕсене коррупцирен хăтарас тесе, экспертиза ĕçĕсем йĕркелесе ирттерни çинчен те уйрăммăн чарăнса тăнă. Ытларах финанс, çĕрсемпе йышăнă право акчĕсемпе тимлĕнрех пулма тăрăшмаллине палăртнă.  Асăннă ĕçсене йĕркелесе ирттерес ĕре никама пăхăнман экспертсене, обществăлла пĕрлешӳсен предситавителĕсене тата ытти уйрăм палăртнă граждансене явăçтарма кирли пирки каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Александр Иванов ытларах профилактика ĕçĕсем йĕркелесе ирттермелли çинчен асăнса хăварнă. Ертӳçĕ 94 йĕркене пăснă тĕслĕхрен 88-шне патшалăх граждан службинчи ĕçченсем хăйсен тупăшĕсем çинчен тĕрĕс мар е çителĕксĕр хыпар тăратнине пĕлтернĕ, харпăрхăй пурлăхĕ çинчен те кирлĕ пек информаци паманнине кура, 32 граждан служащийĕсене  дисциплинарлă майпа явап тыттарнине каланă. Тĕплĕнрех



24 марта 2014
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter