Надежда Бабкина: «Хамăн фестивальпе ăçти региона кăна çитсе курман пулĕ, анчах та Чăваш Енри пек çутă та илемлĕ фестиваль пулнине аса илейместĕп»

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ халăх артисткипе Надежда Бабкинăпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пĕтĕм Раççейри «Раççей юррисем» фестивале Чăваш ен çĕрĕ çинче йĕркелесе ирттернишĕн тав сăмахĕ каланă. «Культура çулталăкĕнче, пирĕн халăха, хăвăрăн пултарулăхпа тыткăна илетĕр, савăнтаратăр. Чăваш Енĕн çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ,  халăх мĕн авалтанах упранса юлнă хăйĕн йăла-йĕркипе пуян. Палăртнă пуянлăхсене эпир пĕрре те çухатасшăн мар. Пирĕн хамăрăн культурăна çĕнĕрен аталантарса пырса çĕнĕ шая çитерме тăрăшмалла», - тесе палăртнă Михаил  Игнатьев. «Раççей çăлкуçĕсем» фестивале Надежда Бабкина пысăк хак панă. Ăна çулсеренех, йăлана кĕнĕ тăрăх, Чăваш Енре Республика кунĕнче йĕркелесе ирттереççĕ. «Эпир Чăваш Енре 7 çул каялла пулнăччĕ.  Эпĕ хамăн фестивальпе нумай регионсене çитсе килнĕ, анчах та Чăваш Енр пек илемлĕ те хитре çутă фестиваль пеккине курман. Тĕрлĕ культура, йăла-йĕркеллĕ, наци ушкăнĕсем пĕр-пĕринпе килĕшсе уява пухăннине нимĕн те çитместь», - тесе хăй шухăшне палăртса хăварнă Раççей халăх артистки. Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Раççей юррисем» фестиваль нумай нациллĕ Раççейри халăхсене пĕрлештерсе тăракан уяв пулнине уйрăммăн палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Надежда Бабкинăна чăвашсен сăваплă сувенирне парса чысланă. «Сире чăнласах та усал-тĕселсенчен яланах упраса тăтăр. Сире ырăпа çутă яланах пăхса тăччĕр», - тесе ырă сунса каланă республика Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн халăх артисткине.

Пĕлсе тăма: Чăваш Енре пуш уйăхĕн 23-29-мĕш кунĕсенче «Вырăс юрри» театр артисчĕсем Раççей халăх артистки Надежда Бабкина йĕркелесе ертсе пынипе  республикăри районсемпе хуласенче пурĕ 5 ыр кăмăллăх концертне лартма палăртнă. Вĕсем: пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче – Çĕнĕ Шупашкарта, 25-мĕшĕнче – Элĕкре, пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Куславккара, пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче – Канашра, пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти Тракторсем тăвакан культура керменĕнче пулĕç. Тĕплĕнрех

 



24 марта 2014
16:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter