Михаил Игнатьев: «Пирĕн обществăра, тăлăх ачасем пачах пулмалла мар»

 

  Пуш уйăхĕн  25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасен интересĕсене хӳтĕлесе 2012-2017çулсем валли йышăннă Наци стратегине пурнăçа кĕртес Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Светлана Петрова Чăваш Енри пултаруллă çамрăксене пулăшса патшалăх енчен тивĕçтерекен майсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Светлана Петрова палăртнă тăрăх, ачасене мĕн пĕчĕкрен сăнаса тăрса, пултаруллăх енчен ăстисене тупса палăртмаллине каланă. Педагогсен тĕп тĕллевĕ – ачасен интересĕсене вăхăтра тупса палăртасси, май килнĕ таран вĕсен тавракурăмне ӳстерсе пымалли çинчен каланă. Республикăри ача сачĕсене çӳрекенсенчен 36 проценчĕ хушма кружоксене хăйсен ăсталăхне туптама çӳрет, 20 процент учрежденисенче хушма пулăшу ĕçĕсене йĕркеленĕ. Асăннă учрежденисенче спорт, кĕвĕ тата ытти енĕпе пултаруллăха аталантарма пулать. Уйрăм çитĕнӳсем тăвакан ачасен ăсталăхне ӳстерсе пыма 138 база шкулĕсенче ĕç йĕркеленĕ, 10 гимназире, 8 лицейра, 17 шкулта уйрăм предметсемпе пĕлӳ пухма вырăнсем хатĕрленĕ. Пултаруллă ачасемпе ĕçлемелли Республика центрĕ пур. Уйрăмах ачасен тавракурăмне математика ытти хăш-пĕр предметсемпе ӳстерсе пырассишĕн хытă тимлеççĕ. Чи пĕлтерĕшли, паллах, физика тата математика предмечĕсемпе уйрăм çитĕнӳсем кăтартакан ачасене Чăваш Республикин стипендине парса хавхалантарни. Пĕлтĕрхи çул асăннă пулăшăва 71 студент илсе савăннă. Физкультурăпа спорт енĕпе талантлă ачасен ăсталăхне туптаса пыма Олимп резервĕсем валли хатĕрлемелли училища, шкулсем пур. Чăваш Республикинчи спорт шкулĕсенче пурĕ 30 пин ача спортпа хатĕрленме пултарнă, асăннă кăтарту мĕн-пур шкул ачисемпе илес пулсан – 25 процента çитет. Ачасем уроксемсĕр пуçне тĕрлĕ спорт кружокĕсене, секцисене çӳреççĕ, вĕсем 68 процентпа танлашаççĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Енре Сывлăх кунĕ çинчен калакан Указа пула, пĕрремĕш хут, пуçласа сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пырас текенсен хисепĕ куç кĕретех ӳснине асăннă. Республика Пуçлăхĕ шкулсенче физкультурăна вĕрентекенсен, хăйсен те ăсталăхне яланах туптасах пымалли çинчен асăнса хăварнă. «Патшалăх енчен, ачасем спортпа туслă пулччĕр тесе, мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе çитернĕ. Пур-пĕрех эпир тепре чухне ачасем сăлтавсăрах, уроксенчен тăрса юлни пирки илтетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Культурăпа искусств енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тесе çине тăрсах ĕçлеççĕ. Çакнашкал ачасен ăсталăхне ӳстерсе пыма 132 хушма пĕлӳ паракан учреждени ĕçлет, вĕсенче 1600 программа пурнăçа кĕрет. Вĕсенче пурĕ 90 пин ача хăйсен ăсталăхне туптать. Координаци канашĕн членĕсем Чăваш Республикинчи социаллă службăн ĕçне сӳтсе явнă, тăлăха юлассинчен йĕркелесе ирттермелли профилактика ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Чăваш Республикинче 2007 çултан пуçласа социаллă службăсем ĕçленине асăннă.  Инкек тăвассинчен хăтарас енĕпе служба çине тăрсах ĕçлесе пырать, çула çитмен çамрăксене йĕрке пăсассинчен сыхласа тăрать, тĕрлĕ службăсемпе те тачă çыхăну тытать.  Пĕлтĕрхи çул социаллă служба çемьесене 214 участока çитсе тĕрĕсленĕ. Йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан çемьесене пурне те учета илнĕ. 2013 çулта йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан 468 çемьене тупса палăртнă.  Ачасен интересĕсене хӳтĕлес енĕпе 2012–2017 çулсем валли йышăннă  Нациллĕ стратеги еплерех пурнăçланса пынипе уйрăм хăш-пĕр муниципалитетсен ертӳçисем паллаштарнă. Вячеслав Рафинов ачасен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Чăваш Енре 2014 çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3236 тăлăха юлнă ачана шута илнине асăннă, вĕсенчен 88,8 проценчĕ усрава илнĕ çемьесенче пурăнаççĕ. «Республика Правительстви тăлăх ачасене пулăшас тĕллевпе çителĕклĕ таранах пулăшу кӳрет. Асăннă ĕçе обществăлла организацисен те витĕм кӳме тăрăшмалла. Ашшĕ, амăшĕсен канашĕсен çине тăрсах ĕçлесе пымаллине палăртнă ларăва хутшăнисем. Кăмăл-сипетпе ăс-тăн пĕлтерĕшĕ çинчен час-часах каламалла.  Пирĕн паянхи обществăра – ашшĕ-амăшĕсемсĕр юлнă тăлăх ачасем пачах пулмалла мар», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ.  Вăл çавăн пекех Раççейпе Крым пĕрлешни çитĕнекен пулас ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Тĕплĕнрех



25 марта 2014
19:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter