Тăвай районĕ: çуракипе тирпей-илем - малти планра

Район администрацийĕн пуçлăхĕ ирттерекен планеркăна ял тăрăхĕсен ертỹçисем те хутшăннă. Çак эрнери пĕлтерĕшлĕ ĕçсем:

мартăн 25-мĕшĕ - наркотиксемпе кĕрешекен районти комисси ларăвĕ;

мартăн 27-мĕшĕ - районти культурăпа кану центрĕнче "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" районти ыр кăмăллăх марафонне вĕçлени;

çав кунах право йĕркине пăсассинчен сыхланассипе ĕçлекен районти комиссин ларăвĕ;

мартăн 28-мĕшĕ - депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ.

Планеркăра çуракине хатĕрленес ыйтусене те пăхса тухнă. В.Чайкин пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсем вăрлăх, минераллă удобренисем туянаççĕ, пур вăрлăха тасатса сортлаççĕ, тракторсемпе çĕр ĕçлесе хатĕрлекен тата ака агрегачĕсене йĕркене кĕртеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 489 тонна удобрени туяннă, кондициллĕ вăрлăх 2085 тонна (81 процент) хатĕрленĕ.

Финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Сергеев район бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарнă.

Экономика пайĕн пуçлăхĕ Л.Берилло ял тăрăхĕсенче çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа кăтартнă. Ĕç пуçланнă, анчах ĕç планĕсене пур ял тăрăхĕ те çирĕплетеймен-ха.

Налог инспекцийĕн специалисчĕ В.Алексеева пурлăхшăн тỹлемелли налог парăмĕсем çинчен аса илтернĕ (2013 çулшăн - 795 пин тенкĕ), вĕсене пĕтерессипе пĕр тăхтамасăр ĕçлеме чĕнсе каланă.

Хальхи вăхăтри тепĕр çивĕч ыйту - çул-йĕре тивĕçлĕ шайра тытса тăрасси, çул-йĕр айккисене тата ял урамĕсене тасатса йĕркене кĕртесси.

Васкавлă службăсен ертỹçисем тата ФСК директорĕ иртнĕ эрнери ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ должноçри яваплă çынсене вут-кăвартан, шыв-шуртан сыхланас, территорие тирпей-илем кĕртес, çуракине хатĕрленес, ыркăмăллăх марафонне вĕçлес, çĕр лаптăкĕсене инвентаризацилес ĕçсене тивĕçлĕ шайра туса пырассипе хушусем панă.

Планеркăра ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Г.ЕГОРОВА.



25 марта 2014
09:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter