Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикин культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 

Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Культура сферин ӗҫченӗсем хӑйсен тивӗҫне тата общест­вӑна чунтан парӑннипе палӑрса тӑраҫҫӗ, вӗсем пире пурнӑҫа юратма, ҫынсен чунӗнче патриотла туйӑ­мсене вӑратма, ӗмӗрхи хаклӑхсене ӑша хывма пулӑ­шаҫҫӗ.

Эсир пысӑк та чыслӑ миссие – халӑхӑмӑрӑн культурин чи лайӑх йӑли-йӗркине сыхласа упраса малалла аталантарас, искусствӑн ҫӗнӗ произве­денийӗсене хайласа об­щест­вӑра кӑмӑл-сипетӗн ҫирӗп никӗсне хывас ӗҫе – суйласа илнӗ.

Паян культура патшалӑх политкин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑ­рать. Культурӑна аталантарассипе, культурӑпа истори еткерлӗхне сыхласа хӑ­ва­рассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине обществӑна тимлӗрех пӑхтарас, ҫам­рӑк­сене воспитани парас ӗҫре ҫӗр-шывӑмӑрӑн культурин пӗлтерӗшне ӳстерес тӗл­левпе Раҫҫейре 2014 ҫула Культура ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ.

Чӑваш Ен хӑйсен пултарулӑхӗпе тӑван ҫӗре чапа кӑларнӑ, тӗнчене ха­лӑ­хӑмӑрӑн ӑс-хакӑл туприне туллин уҫса панӑ ҫутӑ чӗреллӗ те вӑйлӑ, та­лантлӑ ҫынсемпе яланах пуян пулнӑ.

Паян та Чӑваш Енре тӗнчери культурӑпа искусство анинче рес­публикӑна тивӗҫлипе кӑтартакан чаплӑ маҫтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑра ҫавӑн пекех  хальхи культура учреж­денийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес, вӗсен ӗҫченӗсен ӗҫ укҫине ӳстерес ыйтусем ҫине те тимлӗн пӑхаҫҫӗ.

Искусство анинче тӑрӑшакансене пурне те хавхалануллӑ ӗҫӗшӗн тата чу­нӗпе тарават пулнӑшӑн тав тӑватӑп! Сире ҫирӗп сывлӑх, пултарулӑхра ҫи­тӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                            М.В. Игнатьев. 



25 марта 2014
18:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter