Тăвай районĕ: хаваспах кĕтетпĕр!

Районта "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх акцийĕ февралĕн 3-мĕшĕнче старт илчĕ. Пухмач куллен пуянланса пычĕ. Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче 14.00 сехетре Тăвайри информаципе культура центрĕнче марафон вĕçленнĕ ятпа пысăк концерт пулать. Кунтах ачасен "Хаваслă пушмак" ташă конкурсĕ иртет. Фойере "Ачасене савăнăç парнеле" ятлă ỹкерчĕксен конкурсне тăратнă ĕçсемпе паллашма пултаратăр. Уяв пынă вăхăтра ыр кăмăллăх акци счечĕ çине укçа-тенкĕ хывма пулать.

Пурне те хаваспах йыхравлатпăр уява!

Йĕркелỹ комитечĕ.



25 марта 2014
09:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter