Çĕнĕ Шупашкарта «Сокол» пăр керменĕнче çамрăк хоккеистсем хушшинче пĕтĕм Раççейри спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ

Пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта  «Сокол» пăр керменĕнче çамрăк хоккеистсем хушшинче пĕтĕм Раççейри  спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ пулăма хутшăннă. Торжествăлла пулăма  Атăлçи федераллă округпа Раççей Федераци Президенчĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Олег Мельниченко, Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспектор Геннадий Федоров, Чăваш Республикин спорт министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Алексей Яковлев хутшăннă. Ăмăртусене хутшăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев хаккей çĕнтерӳ патне ăнтăлма пысăк туйăм çуратнине асăннă. Ăмăртăва хутшăнакансенчен нумайăшĕ паян, олимп çитĕнĕвĕсем патне те çитме пултарĕç. Олег Мельниченко пухăннă хоккеистсене  Атăлçи федераллă округпа, Раççей Федераци Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ячĕпе саламланă,  вăл округра хоккей ăмăртăвĕсене аталантарассипе пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттерни пирки каланă. Пулас чемпионсене валли кирлĕ пек условисе çителĕклĕ таранах йĕркелесе çитернине асăннă. Çамрăксем спортпа туслă пулччĕр тесе сахал мар тăрăшаççĕ. «Хоккей – ушкăнпа вылямалли вăйă. Çапах та ăмăртусенче, кашни вăйăç, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Сирĕнтен выляса яракансем çук. Эпир, пур те сирĕн ăмăртусем пирки шутлатпăр, пăшăрханатпăр. Хамăр тăрăхра, паллах «Ылтăн шайба» юхăмĕ вăйлă аталанса пытăр тесе. Сире пурсăра та хамăртан мĕн кирлине пĕтĕмпех çителĕклĕ таран туса пама тăрăшăпăр», - тесе каланă Олег Мельниченко.  Атăлçи федераллă округпа Раççей Федераци Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ячĕпе ăмăртусенче мала тухнă çĕнтерӳçĕсене  кубоксем, дипломсем, медальсем тата çавăн пекех ятарлă парнесем парса хавхалантарнă. Пĕррремĕш вырăна - «Красные крылья»  (Чулхула облаçĕ) ушкăнĕ çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшне - «Арслан» (Тутарстан Республики), виççĕмĕшне  «Салям» (Пушкăртстан Республики) тивĕçнĕ. Пурĕ пуш уйăхĕн 18-24-мĕш кунĕсем хушшинче Çĕнĕ Шупашкарти «Сокол» пăр керменĕнче Атăлçи федераллă округа кĕрекен 12 ушкăн тупăшма пултарнă. Вĕсем: «Салям» (Пушкăртстан Республики), ), «Лесные пчелы» ( (Марий Эл Республики), «Ромоданово» (Мордва  Республики), «Арслан» (Тутарстан Республики), «Гвоздика-Юниор» (Удмурт Республики), «Титан» (Пермь крайĕ), «Авангард» (Киров облаçĕ),  «Красные крылья» (Чулхула облаçĕ), «Пингвины»  (Самара облаçĕ), «Романтик» (Саратов облаçĕ), «Олимп» (Ульяновск облаçĕ) тата «Тус» (Чăваш Республики). Тĕплĕнрех



25 марта 2014
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter