Çĕнтерÿçĕ – Элĕк шкулĕнчен

Чи лайăх класс ертÿçине палăртас тĕллевпе çулсеренех конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал вăл икĕ тапхăрпа иртрĕ. Пĕрремĕшĕнче куçăмăсăр тапхăрта вĕрентекенсен ĕçне туллин хак парса лайăххисене палăртрăмăр. Вунă педагогран тăваттăшне куçăмлă тапхăрта хутшăнма ирĕк патăмăр. Тăватă тĕрлĕ конкурсра хăйсен ĕçне, ăсталăхне туллин кăтартса пачĕç вĕсем.

«25 çултан аслă класс ертÿçи» номинацире Элĕкри вăтам шкулти 7 «б» класс ертÿçи Таисия Архипова çĕнтерчĕ. Тавăтри вăтам шкулта çиччĕмĕш классемпе ĕçлекен Вера Федорова иккĕмĕш, Мăн Вылăри вăтам шкулти саккăрмĕшсен класс ертÿçи Светалана Березова виççĕмĕш вырăна тухрĕç. «25 çула çитмен класс ертÿçи» номинацире Йăлкăшри тулли мар вăтам шкулти пиллĕкмĕшсен класс ертÿçи Елена Трифонова иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.



26 марта 2014
07:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter