Элĕк районĕ: ЗАГС пайĕ нарăс уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ

Элĕк район администрацийĕн ЗАГС пайĕ нарăс уйăхĕнчи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Иртнĕ уйăхра пурĕ 19 пепке кун çути курнă. Унчченхи çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 7 ача ытларах çуралнă. Çут тĕнчене килнĕ шăпăрлансенсенчен 12-шĕ – арçын ачасем, 7-шĕ – хĕр ачасем. Пилĕк çемьере пĕрремĕш пепкесем пулсан, 8 çемьере – иккĕмĕшсем.

Кăçалхи нарăс уйăхĕнче вилни çинчен палăртакан 22 акт регистрациленĕ. Çут тĕнчерен уйрăлнисен йышĕнче 15 арçынпа 7 хĕрарăм пулнă. Арçынсен вăтам пурăнаслăхĕ 58 çулпа танлашнă пулсан, хĕрарăмсен – 75 çул. Иртнĕ уйăхра 4 çĕнĕ çемьене регистрацилерĕмĕр. 2013 çулта вара сакăр мăшăр пĕрлешнĕччĕ. Пĕр-пĕринпе малашне пурнăç çулĕпе утма кăмăл туман мăшăрсем 3-ĕн пулчĕç.



26 марта 2014
07:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter