Элĕк районĕнчи мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче

Кăçалхи икĕ уйăхра районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 409,84 тонна аш-какай, 2838,5 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан аш-какай 96,3 процент, сĕт 101, 1 процент янтăланă. Районти ял-хуçалăх предприятийĕсенче  37,84 тонна аш-какай (68,3 процент) хатĕрленĕ, сĕт – 532,2 тонна (97,4 процент).

Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче мартăн 1-мĕшĕ тĕлне мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 10462 пуçпа танлашать, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 2149 пуç. Мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче ĕнесем – 5174 пуç, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 682 пуç. Сыснасем 1595 пуç пулсан, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 353 пуç.

 



26 марта 2014
07:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter