Каçал ен районĕ: тивĕçлипех мухтава тивĕç

Тĕлĕнмелле çынсем хамăр çумрах пурăнни хăш-пĕр чухне тĕлĕнтерет те, савăнтарать те.

Çакăн пек çынсенчен пĕри –Валентина Алексеевна Алексеева. Хальхи вăхăтра вăл хисеплĕ канура, Янкасси ялĕнче пурăнать. 40 çул хушши Нĕркеçри вăтам шкулта кĕçĕн классене пĕлÿ панă, «Аслă учитель» ята тивĕçлĕ пулнă.

Çерем çĕрсене уçнăранпа 60 çул çитнине уявлама Валентина Алексеевна тивĕçлĕ, мĕншĕн тесен вăл та çак пархатарлă ĕçе хутшăннă. Хăйĕн тăванĕсемпе пĕрле 1958 çулта çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕре тухса каять. Вĕсен хушшинче Николайпа Лидия Долговсем, Елизаветăпа Василий Долговсем, Евдокия Долгова, Таисия Волкова, Лидăпа Лиза Беляевсем, Грачевсем. Ялтан вĕсем грузовикпа Канаша çитеççĕ, унтан пуйăспа Омск хулине çитиччен, кайран вара автобуспа Иртыш районне, юхан-шыв урлă –паромпа.

«Çитсенех пире хваттере нимĕç хĕрарăмĕ патне ячĕç. Ăна эпир Лида аппа тесе чĕнеттĕмĕр, вăл ватă, питĕ сăпайлă çынчĕ», -каласа парать Валентина Алексеевна. Унтан вара хĕрÿ ĕç пуçланнă. Вĕсем Павлодар облаçĕнчи Иртыш районне кĕрекен «10 лет Казахской ССР» ятлă совхозра вăй хунă. «Кăнтăрла та, çĕрле те, йĕтем çинче ĕç чарăнмастчĕ. Тырă турттарса килекен машинăсен вĕçĕ-хĕрри курăнмасчĕ. Шоферĕсĕм вара пурте çар чаçĕнчен килнĕ салтаксем"-аса илет вăл.

Çакăнти пурнăçа аталантарма тĕрлĕ профессиллĕ специалистсем çитменнипе, ăна 1 çулталăка педагогика курсне вĕренме яраççĕ, ун хыççăн вăл çавăнтах 1 çулталăк кĕçĕн классене вĕрентет. Вĕсене совхоз пурăнма çуртсем туса парать.

Анчах та таван ен хăйĕн патнех туртать. Вара нумайăшĕ каялла Нĕркеç ялне таврăнать. Лидăпа Лиза Беляевсем Казахстанрах юлаççĕ, вĕсем паянхи кунччен те çавăнтах пурăнаççĕ.

Яла кÿçса килнĕ хыççăн Валентина Янкасси каччипе Леонид Алексеевпа çемье çавăрать. Вĕсем виçĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ, пурнăс çулĕ çине кăларнă, пурне те аслă пĕлÿ панă. Шел те, мăшăрĕ çĕре кĕчĕ. Паянхи кун Валентина Алексеевна пĕчченех пурăнать. Анчах та вăл пĕрре те ахаль лармасть: кĕнеке вулать, ал-ĕç тавать. 7 мăнукĕпе тата икĕ 2 мăнмăнукĕсемпе савăнать.

Çак ырă кăмăллă, ĕçчен хĕрарăм тивĕçлипех мухтава тивĕç.



26 марта 2014
13:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter