Шупашкарта АГРОМАШ 4000 пĕрремĕш комбайн хатĕрлесе кăларнă

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Промтрактор» акционерсен уçă пĕрлешĕвне çитсе килнĕ, кунта Чăваш Енре пĕрремĕш комбайн калăпласа кăларнă ятпа ятарласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Церемоние Раççей Промышленноçпа суту-илӳ министерствин  транспорт тата ятарласа машинăсем хатĕрлекен  Департамент директорĕ Александр Морозов, Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспектор Геннадий Федоров, лизингпа пурлăхпа техника енчен тивĕçтерекен «Росагролизинг» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн   Департамент ертӳçи Александр Коваленко, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Тутарстан Республикин ял хуçалăх министрĕн çумĕ Талгат Тагирзянов, «Тракторные заводы» Концерн президенчĕ Михаил Болотин, республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Пухăннă хăнасем комбайн калăпланса тухакан производство корпусĕпе паллашнă, кунти пысăк технологиллĕ хатĕрсене пăхса çаврăннă, АГРОМАШ ячĕллĕ комбайăна хатĕрлемеллин механизмне тишкернĕ. Церемонире тухса калаçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакнашкал пысăк пулăм Чăваш Республикишĕн те, уйрăмах   тракторсем хатĕрлекен заводшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Чăваш Республикинче пĕрремĕш комбайн кăларни, чăннипех те пурне те савăнтарать. Кунта тимлекен ертӳçĕсем пысăк технологиллĕ, ял хуçалăх ĕçĕнче пысăк эффективлăхпа ĕçлеме ирĕк паракан комбайна хатĕрлесе кăларма мĕн кирлине пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Вырма ĕçĕсем тытăнничен ял ĕçченĕсем çĕнĕ техникăпа тĕплĕн паллашса, унăн эффективлăхне туйса, тухăçа тăкаксăр пухса илме ирĕк паракан çĕнĕ техникăна туянма пултарĕç», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Республика Ертӳçи  тракторсем калăплакан завод президентне Михаил Болотина ял хуçалăх ĕçне аталантарма пысăк витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ  каланă, çăмăлах мар вăхăтра завод çĕнĕрен те çĕнĕрен вăй илсе, пысăк ӳсĕмсем туса пынине палăртнă. Чăваш Енре калăпланнă пĕремĕш комбайн уççине Вăрнарти аш-какай хатĕрлесе кăларакан акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорне Николай Аливанова парса чысланă. Юлашкинчен Михаил Игнатьев, Михаил Болотин тата  Раççейĕн Промышленноçпа суту-илӳ министерствин  транспорт тата ятарласа машинăсем хатĕрлекен  Департамент директорĕ Александр Морозов журналистсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Тĕплĕнрех



27 марта 2014
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter