РФ МЧСăн Атăлçи регионсен центрĕн пуçлăхĕ, генерал-лейтенант Игорь Паньшин: « Чăваш Ен комплекслă тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Раççей тата Атăлçи федераллă округра малтисенчен пĕри шутланать»

 Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ МЧС Атăлçи федераллă округри пуçлăхпа, генерал-лейтенант Игорь Паньшинпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсем пушартан сыхланас енĕпе лару-тăру еплерех пулнин ĕçĕпе тата Чăваш Республикинче гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн тата çутçанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес ĕçĕн комплекслă тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсене тишкернĕ. Асăннă мероприятие Чăваш Енре пуш уйăхĕн 17мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 26-мĕшĕччен йĕркелесе ирттернĕ пулнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ МЧСăн Атăлçи регионсен центрĕн пуçлăхне пĕр-пĕринпе конструктивлă ăнланса ĕçленишĕн тав тунă. «Патшалăх политикин приоритечĕ – çынсене хăрушлăхран сыхласси. Комплекслă тĕрĕслев, пирĕн ĕçре вăйлисемпе чи айваннисене тупса палăртма ирĕк парать. Енчен те кăлтăксем пур пулсан, вĕсене вăхăтра тупса палăртни, вĕсене сирсе ярас енĕпе йышăнусем тунини  паха», - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Генерал-лейтенант Игорь Паньшин хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Енре ирттернĕ комплекслă тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх, республика Атăлçи федераллă округпа çеç мар, Раççейĕпе илес пулсан та, чи малтисен лайăххисен ретĕнче пулнă пирки асăнннă.  «Чăваш Енре пулса иртекен  паха ĕçсене федераллă окрукгра  тĕслĕх вырăнĕнче ĕçре усă курса ĕçлеме тивĕçлĕ. Тĕрĕслеври уйрăм самантсем пирки пĕтĕмпех тĕплĕн сӳтсе явнă, малашнехи ĕçсен планне палăртса хунă», - тесе каланă РФ МЧСăн Атăлçи федераллă округри регионсен центрĕн пуçлăхĕ.  Тĕплĕнрех



27 марта 2014
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter