Талантсăр мар Каçал таврашĕ

Талантсăр мар Каçал таврашĕ,

                                     Мухтавсăр мар кашни кунта.

                                              Чи маттурри,- эпир каласшăн,-

                                             Денис Гордеев, тупата.

                       

                                                                             Гурий Чаржов

Çулсерен республика шайĕнче иртекен Чăваш наци библиотеки «Литературăллă чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» -конкурс   2014 çулхи кăрлач уйăхĕнче старта тухрĕ. Унăн  тĕп тĕллевĕ -  пĕтĕм  халăхăн вулас туртăмне тата кĕнеке пĕлтерĕшне ÿстересси. Кăçал  конкурса чăваш кĕнеке издательствинче 2012 çулта пичетленсе тухнă кĕнекесем хутшăнаççĕ. Вĕсен шутне пирĕн район писателĕ  Денис Гордеев кĕнеки те кенĕ. Нумаях пулмасть Дубовка ялĕнче Денис Гордеев пултаруллăх каçне ирттертĕмĕр. Çакна шута илсе  çак мероприятине культура çулталăкне халалларăмăр. Литература каçне хутшăнакансем «Литературăллă чăваш ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кĕнеке» выставкине  курса саванчĕç. Кунтах вĕсем Денис Гордеев çырнă кĕнекисенчен пустарнă  тепĕр   «Эпир çырнă та çыратпăр» ятла выставкăпа паллашрĕç.

Пухăннисем  Денис Гордеевăн хĕрĕ Светлана Гордеева писательницăн «Веселая карусель» кĕнекипе паллашрĕç.

Малалла сăмах тăснă май, иккĕмĕш шкулта  чăваш чĕлхипе вĕрентекен  Боровкова Надежда Георгиевна  Денис Гордеев пултаруллăхĕпе питĕ тĕплĕн паллаштарчĕ. Кунтах ĕнте çыравçă çинчен буклет кăларнă.

Комсомольскинчи пĕрремĕш шкулта чăваш чĕлхипе вĕрентекен Владимир Геннадьевич Гордеев «Кăмăлпа пăхса илсемĕр эпĕ утнă çул çине» презентаций диапроекторпа  вулакансем умĕнче унăн пурнăçĕпе пултаруллăхĕ çинчен кăтартса хăварчĕ.

Пирĕн хушăмăрта   Денис Гордеевпа  Асанкасси ялĕнче суралса уснĕ  Елизавета Константиновна Сорокина пулчĕ.  Вăл пире  ачалăхри  пĕр урамра  туслă выласа  уснĕ , тус юлташĕсем çинчен,  Денис Викторовичсен умĕнчи тарасаллă пусĕ  синчен татах нумай самантсем синчен питĕ тĕплĕн каласа пачĕ.   

Денис Гордеев «Ир такăнсан» кĕнекинчи «Сысна сури» пьесин пĕр сыпăкне  лартса патăмăр, çак пьесăна  артистсенчен кая мар выляса кăтартрĕç. Туслăх, юлташлăх пурнăçра пурне те кирлине куракансем лайăх ăнланчĕç,  артистсене хыттăн алă çупса тав турĕç.         

Унтан викторина ирттертĕмĕр, викторинăна ертсе пыраканĕ Ирина Тимофеева пулчĕ.

Ачасем «Тăван Атăлти»  сăввисене те вуларĕç, уйрамах Денис Гордеев  «Çăпата»сăввипе Тимофеева Ирина инсценировка туса вуласа пачĕ.  

Пирĕн тĕп  тĕллев вăл  мероприятинче Денис Гордеев ачасем валли çырнă «Макумба ташши» кĕнекене сутсе явса ,унти тĕп геройсем еплерех пулни çинчен тишкерсе пĕлесси. Ку кĕнекене ачасем кăна мар, аслăрах е тивĕçлĕ  канăва тухнă вулакансем те питĕ кăмăлпа вулани çинчен каласа пачĕç. «Чăннипех те   савăнатпăр хамăр район писатĕлĕпе, -  теççĕ  вулакансем. Ачасемшĕн кăна мар, пирĕншĕн те  тарăн шухăша ярса вуламалли кĕнеке пулса тăни палăрса тăрать», теççĕ  ватăсем.



27 марта 2014
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter