Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВГТРК генеральнăй директорĕн çумĕпе Рифат Сабитовпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

 Пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  ВГТРК  генеральнăй директорĕн çумĕпе – Регион департаменчĕн ертӳçипе Рифат Сабитовпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин  информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, ВГТРК филиалĕн директорĕ Елена Ижендеева, «Чебоксары ТВ» студи ертӳçи Екатерина Канюк хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВГТРК ертӳçине эффективлă ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕ каланă. Паянхи куна илес пулсан, пурăнакансенчен 40 проценчĕ цифрăлла телевиденипе усă курать, пуласлăхра Чăваш Ен территори пĕтĕмпех цифрăллă телевидени çине куçĕ.  «Телевиденисене усă куракансене пахалăхлă пулăшусем кирлĕ. Халăхсем çĕнĕ хыпарсм кураççĕ, экономика, политика, обществăлла организацисен ĕçĕсем çинчен тата тепĕр тесен, тепре чухне хăйсен паллакан ентешĕсене курма юратаççĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ.  Рифат Сабитов Чăваш Ен Правительстви ВГТРК тачă çыхăнса ĕçленишĕн тав сăмахĕ каланă. «Пĕр-пĕрине килĕшсе ĕçлессине малашне те тăсăпăр», - тесе палăртнă ВГТРК генеральнăй директорĕн çумĕ. Сумлă хăна «Чувашия» ГТРК  компанийĕн  тыттăмне 110 млн. тенкĕллĕх инвестици хывасси пирки хыпара пĕлтернĕ.  Асăннă тытăмăн ĕçне çĕнĕрен пысăк  шая илсе çитерме палăртаççĕ. Тĕплĕнрех



27 марта 2014
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter