Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Фарида Муратова Чăваш Республикин 2013 çулхи республика бюджечĕ еплерех пурнăçланнин проект саккуне тăратнă. Чăваш Ен экономика аталанăвĕн уйрăм кăтартăвĕсемпе 2013 çула ăнăçлă вĕçленĕ. Уйрăм таварсен çаврăнăшĕн калăпăшне илес пулсан тата халăха тӳлевлĕ пулăшу парссин кăтартăвĕпе, строительство тата ытти уйрăм кăтартусемпе тупăш Раççей Федерацийĕнчи вăтам кăтартуран самай пысăк пулни савăнтарать.   Чăваш Республикин 2013 çулхи пĕрлештернĕ бюджетăн тупăшсен калăпăшĕ 43079,2 млн. тенкĕпе танлашнă, çулталăк планне пăхса хăварнинчен 100 процентпа танлашать. 2012 çулхипе танлаштарсан 7,4 процент чухлĕ пысăк пулни курăнать. Пĕлтĕр республика бюджечĕн тупăшсен пайĕн калăпăшĕ 35622,1 млн. тенкĕллĕх пурнăçланнă, 2012 çулхипе илсен – 7,1 процент чухлĕ пысăкрах. Чăваш Республикинчи бюджетне пурнăçланă чухне ытларах РФ Президенчĕ 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă указсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлесе пыни куç кĕретех. Социаллă политика, сывлăх сыхлавĕпе вĕренӳ тытăмне аталантарса пыма пысăк ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви Чăваш Республикинчи Территори фончĕн обязательнăй медицина страхованийĕн бюджечĕ 2013 çулта епле пурнăçланнин саккун проектне тăратнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вĕăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Татьяна Богданова пĕлтĕрхи çул фонд бюджетне 9 245,6 млн. тенкĕ кĕнине асăннă, çулталăки планне пăхса хăварнинчен 100,4 процентпа танлашать. Ытларах 2013 çулта медицина учрежденийĕсенче вăй хуракансен ĕç укçине ӳстересси çине, васкавлă пулăшу парассипе ыйтусене тата ытти уйрăм ĕçсем çине  пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. Пĕлтĕрхи çултан пуçласа уйрăмах медицина енĕпе профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес ыйтусем çине тимлĕх уйăрни куç кĕретех, маларахри çулсемпе илес пулсан, Чăваш Енре хăйсен сывлăхне тĕрĕслес текенсен хисепĕ 5,4 хут та ытла уссе кайнă. Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче, республика бюджетĕнчен Каçал ен районне, республикăри муниципалитетсем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ конкурс çĕнтерӳçине,  9 245,6 млн. тенкĕ уăрасси пирки ыйтăва тăратнă. 2014 çулта вĕсем Республика кунне  ирттерме хатĕрленеççĕ. Укçа-тенкĕне Каçал районĕнчи ял тăрăхĕсенчи обществăлла инфратытăма аталантарма куçарĕç. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви, республика бюджетĕнчен ялта пурăнакансене, пысăк пуçаруллă çынсене, пулăшас тĕллевпе уйăрмаллин субсиди йĕркине çирĕплетесси пирки ыйту тăратнă.  Асăннă Гранта виçĕ тĕллевпе уйăрĕç: пĕри – кану вырăнсене, культура палăкĕсене упраса хăварма, чăвашсен сĕм авалхи йăли-йĕркине тытса пырас ĕçе йĕркелеме палăртнă. Палăртнă йĕркепе килĕшӳллĕн, субсиди виçи 2 млн. тенкĕрен пысăк пулмĕ, проектăн пĕтĕм хакĕнчен 60 процнтпа танлашĕ. Чăваш Республикин ветеринари патшалăх службин  ертӳçи Сергей Скворцов муниципалитетсенче хуçасăр чĕрчунсене (йытăсене) пăхса тăрасси, вĕсенчен вăхăтра хăтăласси мĕн пур палăртнă яваплăхсенчен пĕри пулнине аса илсе хăварнă.  Чăваш Рспубликинчи 2013-2020 çулсем валли йышăннă транспорт тытăмĕн аталанăвĕн патшалăх программине хушма программăсем автомашина çулĕсем, пассажирсен транспорчĕ, çулсем çинчи хăрушсăрлăха пăхса тăрассине ӳстересси, транспортсем çинче ГЛОНАСС вырнаçтарас енĕпе ыйтусене пурнăçлама палăртнă. Пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ пур  ыйтăва  та сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



27 марта 2014
10:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter