Патăрьел районĕ: ял библиотекарĕ - районти библиотекарьсен черетлĕ семинарĕнче

Патăрьел районĕнчи тĕп библиотекăра ял тăрăхĕсенчи библиотекарьсен черетлĕ семинарĕ иртрĕ. Унта Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи Людмила Ежова библиотекарь та хутшăнчĕ. Тĕп библиотека директорĕ Надежда Исаева тата краеведени енĕпе ĕçлекен Нина Мазякова, методист Ирина Гаврилова тата ыттисем те калаçрĕç. Районти библиотекарьсен иртнĕ çулти ĕçне-хĕлне пĕтĕмлетрĕç, культура çулталăкĕнче ирттерме палăртнă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕç. Çĕнĕ кĕнекесене вулакансем патне çитерес тĕллевпе ытларах ĕçлемеллине те асăнчĕç. Çавăн пекех «Литературăлла Чăваш ен: чи нумай вуланакан кĕнеке 2012» конкурса тăратнă «Упраймарăм сана» кĕнеке авторĕпе Ольга Геннадьевна Куликовапа тĕлпулу иртрĕ. Автор хăйĕн творчествипе паллаштарчĕ, кĕнеке çырас ăсталăх еплерех пуçланса кайни пирки чарăнса тăчĕ, библиотекарьсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Тĕлпулăва пуçтарăннисем Ольга Куликована (Эльмен) малашне те кĕнекесем çырас ĕçре пысăк ситĕнусем тума вăй-хăват сунчĕç.



03 марта 2014
15:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter