Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Пирĕн приоритетлă тĕллев – сăлтавсăр хаксене ӳсме памалла мар»

Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илӳ министрĕ  Владимир Аврелькин потребительсен рынокĕнчи лару-тăрупа палаштарнă. Министр, Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин кăтартăвсем тăрăх, Раççейре 2014 çулхи инфляци тĕллевлĕ кăтартуран 5 процента çити ӳсни сисĕннине асăннă. Чăваш Енре инфляци 5,8 процентпа танлашма шантарать.   Чăвашстат малтанласа палăртса хунă кăтартăвĕсем тăрăх, 2014 çулăн I кварталĕнче инфляци  2,7 процентпа танлашĕ, 2013 çулхипе илес пулсан 0,6 процент чухлĕ кăшт пысăкрах. Апат-çимĕç таварĕсемпе илес пулсан инфляци 5,2 процент чухлĕ, пĕлтĕрхипе пăхас пулсан 2,5 процент чухлĕ пысăкрах.  Экскурси, страховани, вĕрентӳ, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе тивĕстерес тытăмсенче хаксен пайĕ ӳсни сисĕнет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян çĕр-шывра таварсем çукки ниçта та сисĕнменнине палăртнă, çавăнпа та уйрăм апат-çимĕç таварĕсемпе хаксем ӳснине çирĕппĕн пăхса тухма хушнă. Пĕлтĕрхи типĕ çанталăка пула, çимĕçсем çителăксĕр пулни курăнать. «Эпир пĕрлĕхлĕ экономика уçлăхĕнче пурăнатпăр. Енчен те пĕлтĕр пахча-çимĕçе кирлĕ пек шайра алла илеймен пулсан, региона асăннă тавара илсе килмелле, ку енĕпе йывăрлăхсем кăларса тăратмалла мар. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев, туянакансем патне пахалăхлă таварсем илсе çитересси, тĕллевсĕр хаксене ӳстерме юрамасть», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов «Раççей юррисем» марафон фестивалĕн ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Асăннă мероприятие Раççей Федерацийĕн халăх артистки Надежда Бабкина йĕркелесе ертсе пынă. Фестивале пурĕ 3200 республикăра пурăнакан çитсе хăйсен кăмăлне тултарнă. Чăваш Енре асăннă мероприяти пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 29-мĕшĕччен пынă. Концерта Элĕк, Куславкка районĕсенче, Канашпа Çĕнĕ Шупашкар тата Шупашкарта ятарласа ирттернĕ. Мероприятисене Культура çулталăкне халалланă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин ака уйăхĕн 15-17-мĕш кунĕсенче Шупашкарта топливăпа энергетика комплексĕн энергетикĕсен Ассоциацийĕн Конференцийĕ пуласси пирки хыпара пĕлтернĕ. Конференци иртнĕ май,  Чăваш Енре тĕрлĕ темăсемпе «çавра сĕтелсем», ятарлă куравсем ĕçлĕç. Паянхи канашлура Раççей пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Татьяна Дроздова пенси ылмашĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. 2014 çулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пур пенсие тухнă çынсен те укçа виçи ӳсет. Кашни пенсионерăн укçа виçи хăйне евĕр, пенси виçине кура ӳсĕ. Канашлу вăхăтĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă.



31 марта 2014
14:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter