Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула, район адмнистрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула, район адмнистрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу йĕркелесе ирттернĕ. 2014 çулта çуркуннехи шыв-шур вăхăтĕнче республикăра лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе пырассине тата гидротехникăпа хӳтĕлев сооруженийĕсен ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ Иван Исаев тĕплĕн паллаштарнă. Министр республикăри пур муниципалитетсенче те çуркуннехи шыв-шуртан сыхланас тĕлĕшпе ятарлă комиссисем йĕркелени çинчен пĕлтернĕ, вĕсен ĕç планне çирĕплетнĕ, вырăнти хăй тытăмлăх оранĕсене методика пулăшăвĕсем те кирлĕ пек вăхăтра парса тивĕçтернĕ. Иван Исаев министр асăннă тăрăх, республикăра пурĕ 687 гидротехника сооруженийĕ шутланать, вĕсене çирĕп йĕркепе тĕрĕслесех тăраççĕ, пурне те муниципалитет пĕрлешĕвĕсем çине çирĕплетнĕ. Хальхи самантра хуçасăр тăватă сооружени шутланса тăрать, вĕсенчен пĕрер Куславккапа Элĕк районĕсенче, иккĕ – Шăмăршă районĕнче. Министрпа хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем асăннă тăрăх, ГТС пурне те çулталăк хушшинче регистрацилеме палăртнă. 50 ГТС тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттермелле. 2014-2015-мĕш çулсенче 14 гидросооруженийе çĕнетсе юсама палăртса хунă, ыттисем валли ĕçсене йĕркелесе ирттерме проект ĕç хучĕсене хатĕрлемелле. Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çул республикăра çынсене шывран çăлса хăварас тĕлĕшпе, 7 çăлав станци тата 5 инспекторсен участокне хатĕрленĕ. Çуркуннехи шыв-шуртан асăрханас тĕлĕшпе 3,3 пин çын тата 664 техника хатĕрлесе тăратнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев инкексенчен асăрханас тĕллевпе пĕр-пĕринпе тăтăшах хыпарсемпе паллашмаллине, тимлĕхе куçран вĕçертмелле маррине, эффективлă ĕçлесе пымаллине асăрхатарса хăварнă. Вениамин Петров вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăруран сыхланас тĕлĕшпе комплекслă тĕрĕслев ĕçĕсен кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Асăннă мероприятие пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнчен Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар тата Çĕрпӳ районĕсенче йĕркелесе ирттернĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан республикăри тĕрĕслевĕн кăтартăвĕсем лайăх, пысăк çитменлĕхсене тупса палăртман. Атăлçи федераллă округри ценрти РФ МЧС комиссийĕн актне илнĕ хыççăн çитменлĕхсене сирсе яма План хатĕрлемелле пулĕ. «Халăха хăрушлăхран сыхласси влаç оранĕсенче ĕçлекенсемшĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать. Эпир Çĕрпӳре газпа пулнă инкекрен, пушартан Йĕпреçпе Çĕмĕрлере тата ытти çĕрте хăрушлăха лекнĕ граждансен ыйтăвĕсене татса пама пулăшнă. Паянхи куна çынсем пурнăçран тĕрлĕ сăлтавсене пула уйрăлса каяççĕ, ытларах чухне, хăйсем асăрхануллă пулманран», - тесе палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тĕрĕслев управленийĕн ертӳçи Неонилла Никифорова 2014 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула, район администрацийĕсемпе ирттернĕ видеоканашлура тăратнă хушу ĕçĕсене еплерех пурнăçланин ĕç кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев муниципалитетсенче йĕркене тытса пыманнисене, тепĕр хут дисциплинăна пăхнмалли пирки асăрхаттарса хăварнă, çакнашкал йăнăшсене малашне тумалла маррине чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех



31 марта 2014
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter