Муркаш районĕ: эх, Çăварни! Çăварни! Çăвар тулли икерчи…

Эх, Çăварни!Çăварни!

Çăвар тулли икерчи…

         Хĕл ăсатавĕн уявне ирттересси Раççейĕпех анлă сарăлнă ĕнтĕ. Çак уяв йăлисене аса илсе тата малалла тăсас тĕллевпе  иртнĕ вырсарникун, пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче, çак уява Оринин ял тăрăхне кĕрекен Мулкачкасси ялĕнче пурăнакансем те савăк кăмăлпа ирттерчĕç.

           Уява иртттерме ял халăхĕ палăртнă вăхăта, клуб çумĕнчи лапама пухăнчĕç. Çăварни уявĕ канмалли кунпа пĕр килнĕрен-ши, е Мулкачкассисем питĕ хастар пулнăран халăх питĕ йышлă: хуларан килнисем, ял ĕçченĕсем, ачи-пăчи, ватти-вĕтти, вăй питти те шурă юрпа витĕннĕ хĕле ăсатма пухăнчĕç. Cавăнăçлă уява ял старости В.А.Калинин уçрè. Çавáн пекех саламлá сáмахсемпе депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, çак ялтах пурăнакан Иванов В.Г.,  «Росгосстрах» пèрлешèвèн Чáваш Республикинчи филиалèн пирèн районти уйрáмĕн аслă бухгалтерĕ В.К.Сорокина, Мулкачкасси клуб-библиотекин ертÿçи, вăлах çак уява йĕркелекенĕ А.А.Налимова пухáннисене уяв ячèпе хèрўллèн саламласа уява хаваслă ирттерме чĕнсе каларĕç.

        Мулкачкассинчи ял клубè çумèнче йĕркеленнĕ «Пучах» фольклор ушкáнне çÿрекенсем пухăннисене хáйсен пултарулáхèпе савáнтарчèç, ял çыннисене Çăварни карчăкки тавра çаврăнса ташлама чĕнчĕç. Аслисене кура Мулкачкасси ачасен «Хĕвел» пултаруллăх ушкăнĕ те Çуркуннене саламласа тĕрлĕ сăвă-юрă парнелерĕç пухăннисене.

          Уява пухăннисене пурне те В.В. Калинина тин кăна пĕçернĕ икерчĕпе хăналарĕ. Çакăнтах, кăмăл тăвакансене валли, тутлă шашлыкпа сăйланма май пулчĕ. Сĕтел çинчи сăмавар та пăсланса çеç тăчĕ. Кашниех сĕтел çинчи тутлă çимĕçе тутанса пăхма тăрăшрĕ. Уявра спорт вăййисене кăмăллакансем те тупăнчĕç, футболла вылярĕç, хăйсен вăйне çак ăмăртура виçме пултарчĕç..

       Галина Гавриловна Ершова  та Çăварни ячĕпе çуллă икерчĕ пĕçерсе килнĕ, мĕншĕн тесен ветеран калашле: «Çăварни уявĕ ĕлĕкренех тутлă икерчĕ çинипе, катаччи чупнипе, тĕрлĕрен вăйăсем вылянипе çынсен асĕнче юлнă».

         Епле-ха тата çáварни уявèнче илемлетнè лашасемпе катаччи чупмасан? Илемлè хáюсемпе капáрлатнá лаша уява килсе çитсен ачасемшèн калама çук пысáк парне пулчè: нумайччен ярáнса киленчĕç вĕсем.

         Уяв вара Çăварни карчăккине чĕртсе çунтарнипе вĕçленчĕ. - «Пĕтĕм усал-тĕсел, чир-чĕр, хаяр хĕл кая юлтăр! - тесе, Çăварни карчăкки кĕлленсе пынине сăнарĕç уява хутшáнакансем.

      Уява йĕркелекенсем çак уява ирттерме пулăшнăшăн «Восток» ял хуçалăх ертÿçине, МН.Шишокина, «Росгосстрах» районти уйрàмèн аслă бухгалтерĕ  В.К. Сорокинăна, Г.Г. Михайлова, В.А.Калинина, Г.В. Рязанова тав сăмахĕ калаççĕ.

       Çакăн пек уявсем пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет, чунра ырá туйáм, савáк кáмáл çуратать. Уяв ячĕпе сире, тăвансем!



04 марта 2014
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter