Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕпе Виталий Муткопа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕпе  Виталий Муткопа курнăçнă. Калаçу самантĕнче Чăваш Енре спорт объекчĕсене хута ярасин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă, республикăра масcăлла спорта аталантарасси çине тимлĕх уйăрнă. Кăçалхи иртсе пыракан çул федераци бюджетĕнчен Чăваш Енри спорт инфратытăмне аталантарса пыма 334,5 млн. тенкĕ уйăрнă. Асăннă пулăшупа Çĕнĕ Шупашкарти  «Сокол», Пăр керменне реконструкци ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме пăхса хăварнă, Шупашкарти «Олимпийский» стадионне,  маунтинбайк, «2№-лĕ СДЮСШОР» ДОД БОУ ĕçне çĕнетсе хута яма палăртнă. Çитес çулта 433,5 млн. тенкĕ Чăваш Енри спорт тытăмне аталанса пыма уйăрасси пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Вĕсенчен 100 млн. тенки муниципалитетсенчи стадионсене йĕркене кĕртсе хăварма куçассине каланă.



04 марта 2014
17:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter