Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра пурăнакансене Крым халăхне пулăшма чĕнсе каланă

Пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крымра пурăнакансене гуманитари пулăшăвĕ парас ыйтупа ятарласа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Ĕçе Чăваш Республикин Правительство членĕсем, Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Михаил Игнатьев, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин массăлла информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе тĕл пулнă самантсенчи калаçусем пирки чарăнса тăнă. Украинăра пулса иртекен лару-тăрăва пĕтĕмлетсе, яваплăх мĕнне туйман уйрăм политикăна пула, шалти политика лару-тăрăвĕ йывăрланса çитни, сĕмсĕррĕн кăлтăк кăларса тăратать. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре Крымра пурăнакансем валли пулăшу кӳме тĕрлĕ енлĕ ĕçсем йĕркелесе ирттерме сĕннĕ, вĕсен паянхи кун экономика енчен лару-тăру йывăрлансах çитни пирки каланă. «Крымра 2,5 пине яхăн пирĕн ентешсем пурăнаççĕ. Чăваш Енри влаç органĕсем патне час-часах коммерциллĕ тытăмран, предпринимательсенчен, общество организацийĕсенчен тепĕр тесен мĕн-пур ахаль çынсенчен Крым халăхне пулăшу кӳме ыйтса çыраççĕ. Йывăрлăхсене сирсе яма яланах Раççей халăхĕ пĕрле хар тăрса пулăшма хатĕр, ыттисен хуйхи-суйхине пайлама пĕлет. Пĕрне-пĕри ăнланни, уйрăмах хальхи саманара питĕ вырăнлă. Хамăрăн юлташла халăх туйăмне çĕклеме питех те кирлĕ», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ. Пуçлăх Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине пулăшу кӳрес ĕçе çирĕп йĕркелесе ирттерме сĕннĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Крым халăхĕ валли куçакан пулăшусем çинчен час-часах çынсене тĕрĕс хыпарсем илсе çитерме, тата вĕсене мĕнле тĕллевпе тăкакланни çинчен пĕлтерсех тăмаллине асăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



05 марта 2014
14:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter