Елчĕк районĕ: «Чăваш йăмри» литăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ

  Çак кунсенче Шупашкарти К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче «Чăваш йăмри» литература ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ ачасемпе вĕрентекенсене хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Кашни çĕнтерӳçе  картина, Чăваш халăх сайчĕпе «Сăвар» наци культурин аталану фончĕ кăларнă чăвашла кунталăк (календарь), ачасем хăйсем хайланă калавĕсене тĕпе хурса пичетленĕ кĕнеке  парнелерĕç. Çавăн пекех чыслава килнĕ вырăн йышăнман ачасене та ахаль хăвармарĕç — вĕсене кунталăкпа тивĕçтерчĕç.  Аслă Елчĕкри вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекен  Юлия Адюкова  «Управçă чăваш йăмри» калавĕ  2-мĕш вырăна  тухма  пултарчĕ. Юля çыравçă ĕçне пуçăнать  анчах –ха, çавăнпа та  çамрăк çыравçа саламлатпăр, малашне те ăнăçусем сунатпăр çĕнĕрен те çĕнĕ хайлавсем çырма сĕнетпĕр.



05 марта 2014
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter