Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераллă округри Роскомнадзор Управленийĕн Ертӳçипе Анатолий Селезневпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

 

 Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин çыхăну тытăмĕпе информаци технологийĕсен тата массăлла коммуникацисен асăрхавĕн Атăлçи федераллă округри Управленийĕн ернтӳçипе  Анатолий Селезневпа тĕл пулу ирттернĕ. Анатолий Селезнев Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева федерацин патшалăх службин  Чăваш Республикинчи Управленийĕн çĕнĕ ертӳçĕ ĕçне  Татьяна Евдокимовăна пулма шаннине ырă хыпара пĕлтернĕ. Çак должноçе, Татьяна Евдокимовăна Раççей Федерацийĕн Çыхăнупа массăлла коммуникацисен министерстви 2014 çул пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче йышăннă хушăвĕпе çирĕплетнĕ. Тĕл пулу самантĕнче влаç органĕсемпе МИХсем хушшинче тачă çыхăнса ĕçлемелли ыйтусене сӳтсе явнă. Уйрăм тĕслĕхсемпе хăш-пĕр сиксе тухакан йывăрлăхсем çинчен те чарăнса тăнă, вĕсене сирсе ярассипе еплерех йышăнусем тумалли çинчен те калаçнă. Анатолий Селезнев асăннă ведомствăра çынсене киревсĕр хыпарсенчен хăтарассипе, ачасен аталанăвне тата сывлăхне чăрмав кӳрессинчен хыпарсене пĕтĕмпех хăтарма кирлĕ ĕçсем йĕркелесе пыни пирки уйрăммăн палăртса хăварнă. Михаил Игнатьев хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан информацилле технологисем лайăх аталанса пынине кура, тĕрĕслев органĕсенче ĕçлекенсен курăмлăнах ĕç нумайланса пынине палăртнă. «Тĕрĕс мар, суя хыпара сарас тĕлĕшпе çĕнĕ технологисем вăй илсех пыраççĕ. Ытларах вĕсем регионта, Раççей шайĕнче политика ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Саккунсен бази медиуçлăхра пулса иртекен çĕнĕлĕхсемпе те кирлĕ пек ĕлкĕрсе пыраймасть. Паян Украинăра пулса иртекен киревсĕр ĕçсем пирки час-часах тĕрĕс мар хыпарсем сарасси куç кĕретех. Ытларах чухне, асăннă ыйтупа политтехнологсен сĕнĕвне пурнăçласа журналистсем арпăштарса яраççĕ», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев çĕнĕ ертӳçĕне - Татьяна Евдокимовăна, малашнехи ĕçре Чăваш  Ен çыннисемшĕн тăрăшса ĕçлеме вăй-хал сунса хăварнă.  Тĕплĕнрех



06 марта 2014
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter