Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри чи сумлă ĕçчен ентешсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă
Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ çывхарса килес умĕн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри чи сумлă ĕçчен ентешсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Хисепе тивĕçнисем хушшинче тĕрлĕ професси çыннисем. Вĕсем: культура, ял-хуçалăх, медицинăпа вĕренӳ, производствăпа массăлла информаци хатĕрĕсенче тăрăшса вăй хуракансем. Михаил Игнатьев, мĕн-пур арçынсен ячĕпе, пур хĕрарăмсене те çывхарса килекен мартăн 8-мĕшĕпе ăшшăн саламланă. «Сирĕнтен кашни çинчен ырă сăмахсем нумай калама пулать. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – тĕрĕс-тĕкел те сывă çамрăк ăрăва çитĕнтерсе воспитани парасси. Пирĕн çамрăк çынсем Раççей Федерацийĕн хисеплĕ гражданĕсем пулса çитĕнччĕр», - тесе каланă Пуçлăх. Республикăри чи сумлă та ĕçчен пархатарлă çынсене пурне те хăйсен юратнă професси ĕçне тӳрĕ кăмăлпа, пысăк професси шайĕнче пурнăçласа пыни пĕрлештерсе тăнине каланă. Чăваш Енри патшалăх политики çемье институтне, ача çураласлăхне, амăшĕпе ачисене упраса хăварас ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Кăтартăвĕ те куç кĕретех – юлашки икĕ çул хушшинче нумай ачаллă çемьесен хисепĕ, ача çуралассин кăтартăвĕ пурсăмăра та савăнтарса тăрать. Пирĕн республикăн тăнăçлăхĕ, унăн çитĕнĕвĕ лайăх пултăр тесе, пирĕнтен кашни пысăк тӳпе хывнине уйрăммăн палăртса хăварнă уява пухăннисен умĕнче. Тĕплĕнрех