Чăваш Енре Федерацин шыв ресурсĕсен Атăлăн çӳлти пайĕнче вырнаçнă Бассейнсен канашĕн X-мĕш ларăвĕ иртнĕ

Пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин шыв  ресурсĕсен  Атăлăн çӳлти пайĕнче вырнаçнă Бассейнсен канашĕн X-мĕш ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Атăлăн çӳлти пайĕнче вырнаçнă Бассейнсен округĕн территорийĕнче пурĕ Раççей Федерацийĕнчи 18 субъект кĕнине палăртнă. Вĕсем: Ленинград, Тверь, Вологод, Мускав, Смоленск, Владимир, Ярославль, Кострома, Киров, Ульяновск, Пенза, Саратов, Чулхула, Иваново облаçĕсем, Чуваш, Тутарстан, Марий Элпа Мордва республикисем. Чăваш Енре иртнĕ ларăва Атăлçи федераллă округри регионсенчен шывсемпе çыхăннă тытăмсенчен тĕрлĕ представительсем пухăннă, вĕсем шутĕнче тĕрлĕ ăсчахсемпе специалистсем пулнă.   Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, çакнашкал канаша Чăваш Енре иккĕмĕш хут йĕркелесе иртерме май тупса панăшăн тав сăмахĕ каланă.  Асăннă мероприятисене йĕркелесе ирттерни чăнласах та пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пĕр-пĕрин опычĕсемпе паллашма май пур, шыв-шурпа çыхăннă ыйтусене те татса пама меллĕ. Чăваш Ен ПуçлăхĕМихаил Игнатьев республикăра шывпа çыхăннă юçсене ятарласа йĕркелесе иртерме патшалăх программине те йышăннине пĕлтернĕ. Çынсене таса шывпа тивĕçтерес ĕç, çуркуннехи шыв-шуртан сыхланас тĕлĕшпе тĕрлĕ ĕçсем тăтăшах йĕркелесе пынине асăнса хăварнă. Вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсемпе пĕрле усă курман, хуçасăр гидротехника сооруженийĕсене муниципалитет харпăрхăйлăхĕ çине куçарас ыйтупа та çине тăрах ĕçленине каланă. Атăлăн çӳлти пайĕнче вырнаçнă Бассейнсен канашĕн 5 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе Федерацин шыв  ресурсĕсен агенствин  Атăлăн çӳлти пайĕнче вырнаçнă Бассейнсен управленийĕн ертӳçи Александр Баринов тĕплĕн паллаштарнă.  Тĕплĕнрех



06 марта 2014
15:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter